Парссем

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Йăла тумĕ тăхăннă МумбаиБомбей парсĕсем.

Парссем — авалхи Персирен тухнă халĕ Индире сăртăш тĕнĕпе пурăнакансем. Йышĕ — 100 пирен ытла çын (1973).

Парссем ытларах Бомбейре пурăнаççĕ, вĕсем Иранран патшалăха арапсем VII—X ĕмĕрсенче аркатсан килнĕ сăртăшсен несĕлĕсем. «Парси» этнонима тăван ят тесе Афганистанпа Азербайджанри (вĕсене парси теççĕ) перси чĕлхиллĕ урăх ушкăн халăх та йышăнать.

Тупмалли

[тӳрлет] Пурнăç майĕ

Индири парссем тĕн йăлине пула çителĕклĕ пурнăç çавăрнă. Парссен чылайрахăшĕ тахçанах суту-илӳпе тăрăшать, банк тата услам ĕç-хĕлĕпе (Индири пуян усламçăсен парс çемьи пур — Тата) тупăç тăвать. Хальхи парссем хăйсен таван чĕлхине — фарси — манăçа кăларнă та паянкуна гуджарати челхипе пуплеççĕ; канон литературине авестăпа пехлеви чĕлхипе çырнă. Парссен этем пĕрлешĕвĕнче ытларах эндогамлă (яшсем авалхи туй йăлинчен тухса пыраççĕ). Мăчаварсем çынсен тĕн этеплĕхне çеç мар, парссен куленхи пурнăçне те йĕркелесе пыраççĕ. (ПСЭматериалĕпе усă курнă).

[тӳрлет] Йăла

«Бомбей парсĕсем», йывăç гравюра, 1878 çуле тĕлнелле

Храмра парссем кăвайта пуç таяççĕ, вилесене çĕре пытармаççĕ, хăйсен таса çутçанталăк вăйĕсене— кăвайт, шыв, сывлăша, çĕр — мăшкăллас мар тесе грифсене (шăплăх турулĕсенче) çиме параççĕ. Ăнчах та хăш пĕр чухне çак йăлана, пурăннă çĕршыври вилнĕ çынна пытарас саккунлăха пула пăсма тивет. Çапла, Фредди Меркьюрин виле кĕлеткине, сăртăш йăлине пăрахăçласа, çунтарнă, мĕншĕн тесен британ саккунлăхĕ, нумай çĕршывсенчи пекех, вилене çĕре пытарма е кремаци тума çеç ирĕк парать.

[тӳрлет] Мăшăрланасси

Туй сăнĕ, 1948

Сахал йышлă парссен мăшăр тупма хĕн. Çавăнпа, халĕ вĕсем Тетелпе (тетел-хĕрупрраç) паллашаççĕ.

[тӳрлет] Паллă парссем

Анăçри чи паллă парс — «Queen» британ рок-ушкăнĕн ертӳçи Фредди Меркьюри (Фаррух Балсара).

Тепĕр паллă парс — дирижёр Зубин Мета.

[тӳрлет] Çавăн пекех пăхăр

Ман хатĕрсем
Пространства имён

Варианты
Пурĕ пăхнă
Действия
Меню
Хутшăнасси
Ĕç хатĕрĕсем
Урăх чĕлхесем