Патман Николай Кириллович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Николай Патман
Çуралнă вăхăт: 1895 çулхи çăвăн 20-мĕшĕ
Çуралнă вырăн: Аслă Чурачăк ялĕ, Хусан кĕперни (халĕ Комсомольски районĕ, Чăваш Ен)
Вилнĕ вăхăт: 1945 çулхи утăн 13-мĕшĕ
Вилнĕ вырăн: ГУЛАГ , СССР
Ĕçлев тĕсĕ: чăваш çыравçи тата сăвăçĕ

Патман Николай Кириллович (паспортри хушамачĕ: Кириллов), (1895 çул, çу, 20, Аслă Чурачăк ялĕ (халĕ Чăваш Ен, Комсомольски районĕ) — 1945 çул, утă, 13) — чăваш çыравçи.

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1895 çулхи çу уйăхĕн 20-мĕшĕнче халĕ Чăваш Енĕн Комсомольски районне кĕрекен Аслă Чурачăк ялĕнче çуралнă.

Чĕмпĕрти чăваш шкулне вĕренсе пĕтернĕ. Кайран шкулта ачасене вĕрентнĕ. Пĕрремĕш Тĕнче вăрçипе граждан вăрçине хутшăннă. Çартан таврăннă хыççăн «Канаш» хаçат редакцийĕнче, Чăваш ÇП-нче ĕçленĕ.

1937 çулта репрессине лекнĕ. 1945 çулхи утă уйăхĕн 13-мĕшĕнче вилнĕ.

1956 çулта çеç ырă ятне тавăрнă.

Ӗçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Николай Патман калавсем, очерксем, фальетонсем хайланă. 1958 çулта унăн ĕçĕсем «Акатуй» кĕнекере тухнă. 1959 çулта «За что?» (Меншĕн?) кĕнекере вырăсла тухнă.

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]