Патшалăх чикки (телесериал)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Патшалăх чикки
Государственная граница
Жанр историлле-приключениллĕ
Режиссёр Борис Степанов
Вячеслав Никифоров
Геннадий Иванов
Сценари
авторĕ
Алексей Нагорный
Гелий Рябов
Олег Смирнов
Петр Луцик
Алексей Саморядов
Тĕп рольсенче Игорь Старыгин
Александр Денисов
Владимир Новиков
Владимир Сичкарь
Оператор Борис Олифер
Композитор Эдуард Хагагортян
Кинокомпани Беларуçфильм
Патшалăх СССР
Çул 1980—1988

«Патшалăх чикки» (выр. Государственная граница) — «Беларуçфильм» киностудире 1980—1988 çулсенче чикĕ хуралçисен хĕсмечĕ пирки ӳнерленĕ историлле-приключениллĕ телесериал. Сериал 1917 çултан пуçласа 1980-мĕш çулсен вĕçне çитиччен тапхăра кăтартса парать.

Сюжет[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1 мĕш фильм: Эпир хамăрăн çĕнĕ тĕнчене… (1980)[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ĕçсем 1917—1918 çулсенче пуса иртет. Патшам хĕсметĕнче тăнă чикĕ офицерĕ Владимир Данович Раççейрен эмиграцие тухса кайяймасть, çамрăк совет патшалăхĕн чикĕ хĕсметне тунă çĕре хутшăнма кăмăл тăвать…

2-мĕш фильм: 21-мĕш çулхи лăпкă çу тапхăрĕ… (1980)[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Советсен чикĕ çумĕнчи хула çине хĕрлĕ çар тумне тăхăннă хурахсем тапăнаççĕ. Вĕсене хĕртсе тăракан поляксен разведкпе шурă эмигрантсем çĕнĕ сăтăрсене хатĕрлеççĕ. Чекистсем хирĕç тăраççĕ…

3-мĕш фильм: Тухăçри чикĕре (1982)[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1929 çул. Совет-китай чиккинче чикĕ хуралçисем кавара уçса хураççĕ…

4-мĕш фильм: Хĕрлĕ хăйăр (1984)[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вăтам Ази, Туркестан. 1930-мĕш çулсем. Чикĕ хуралçисен тивлечĕ — Мумин-бека пĕтересси…

5-мĕш фильм: Хĕрĕх пĕрремĕш çул (1986)[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи. Нимĕç фашисчĕсен тапăнăвне хăй çине пĕрремĕш чикĕ хуралçисем илеççĕ…

6-мĕш фильм: Çĕнтерӳ хыççăн (1987)[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1946 çул, Львов ен. Вăрçă вĕçленнĕ пулин те кунти вăрмансенче украин националисчĕсен ушкăнĕсем çӳреççĕ. Çавсене аркатас тĕллевпе чикĕ хуралçисем националистсен йăвине хăйсен çынне ямала…

7-мĕш фильм: Тăварлă çил (1988)[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Балтиçум, 1950-мĕш çулсен вĕçĕ. Анăç разведкисем чикĕ зонине пысăк масштаблă провокации хатĕрлеме диверсанта яраççĕ…

8-мĕш фильм: Инçет тухăçри чикĕре (1988)[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ютçĕр ятарлă хĕсмечĕсем СССР территоринче шпионсен эрешĕсене сараççĕ. Кăнтăрти пĕр заставăри чикĕ хуралçисем анăç разведкин агентне тăрă шыв çине кăлараççĕ…

Чыславсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

СССР ХХК парни (1981).

Тĕп сăнарсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ку кинофильм пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.

Шаблон:«Патшалăх чикки» телесериал