Пекин

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Пекин
Хула гербĕ
Патшалăх: Китай
Регион:
Никĕсленĕ:
Хула, çултан:
Халăх йышĕ, пин çын: 14 560 (2003)
Хула лаптăкĕ: 16 808 км2
Геогр. анлăхĕ: 39°54′ ç. ш.
Геогр. вăрăмлăхĕ: 116°23′х.т.д.

Пекин («çурçĕрти тĕп хула»), — Китайăн тĕп хули. Хула пуçлăхĕ Ван Цишань. Халăх калăпăшĕпе хула Китайра иккĕмĕш вырăнта тăрать. Шанхайра çеç ытларах халăх пурăнать.

Истори[тӳрлет]

Пекина малтанхи хут пирĕн эрăчен икĕ пин каялла асăнаççĕ. Пирĕн эрăчен пĕр пин каярахпа вăл Цзи хули пек паллă пулнă. 936 çулта Сицзинь, 1937 çултанпа — Наньцзин, XII ĕмĕр варринчен пуçласа — Чжунду, е Дасин ятсемпе паллă пулнă. 1215 çулта хулана монголсем ярса илнĕ. XIII-XIV ĕмĕрсенче Даду, е монголла Ханбалык ятлăскер Юань монгол империĕн тĕп хули пулнă. 1368 çулта хулана монголсенчен хăтарнă хыççăн хула Бэйпин ятпа паллă пулнă. 1421 çулта Мин китай империĕн тĕп хули пулса тăнă хыççăн хальхи ятпа, Бейдзингпа, паллă.