Перс чĕлхи
Перс чĕлхи (е фарси, زبان فارسی — zabân-e fârsi) — иран чĕлхисен шутне кĕрекен, вĕсен хушшинче чи анлă сарăлнă чĕлхе. Иранра официаллă чĕлхе шутланать.
Иранра ку чĕлхепе халăхăн 80% калаçать — 50 млн патнелле. Тĕнче шайĕнче чĕлхене пĕлекенсен шучĕ 61 млн çитет.
Перс çыруллăхĕпе çыраççĕ, вăл арап çыруллăхĕ çинче никĕсленнĕ. Унта арап çыруллăхĕнчи 28 саспалли тата 4 хушма паллă пур. Хушма паллисене перс чĕлхинчи ятарлă сасăсене кăтартма кĕртнĕ. Сылтăмран сулахаялла çыраççĕ.
Арап чĕлхинчен кĕнĕ сăмахсем нумай. Ку вăл VII ĕмĕрте Иран çĕрне арапсем тытса илнĕ вăхăтпа çыхăннă.
[тӳрлет] Морфологи
Перс чĕлхи флактивлă аналитикăллă.
[тӳрлет] Ятсем
Чĕлхере япала, паллă, хисеп ячĕсемпе местоимени пур. Япала ячĕн хисеп категорийĕпе паллăлăхпа паллăмарлăхĕ пур. Паллă ячĕсем танлаштару степенĕпе, местоименисем — сăпат категорийĕпе уйрăлса тăраççĕ. Пур ятсем те аналитикăллă йĕркеленеççĕ, сăмахсем агглюнативлă майпа хатĕрленеççĕ. Çав вăхăтрах аффикссен шучĕ нумай мар.
Япала ячĕсен падеж форми çук.
Чăваш чĕлхинчи пекех хисеп ячĕ пур чухне нумайлăх хисепне усă курмаççĕ.
[тӳрлет] Каçăсем
- Перс чĕлхине харпăрла вĕренӳ пособийĕ
- Онлайнри вырăсла персла сăмахсар
- Онлайнри персла вырăсла сăмахсар
|
|
|
|---|---|
| Авалхи иран чĕлхисем | |
| Хĕвел анăç |
|
| Хĕвел тухăç | |
| Вăтам иран чĕлхисем | |
| Хĕвел анăç | |
| Хĕвел тухăç | |
| Çĕнĕ иран чĕлхисем | |
| Кăнтăр-хĕвел-анăç |
|
| Çурçĕр-хĕвел-анăç |
|
| Кăнтăр-хĕвел-тухăç |
|
| Çурçĕр-хĕвел-тухăç | |