Петтоки Андрей Трофимович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Андрей Петтоки
Çуралнă чухнехи ят: Петухов Андрей Трофимович
Çуралнă вăхăт: 1905 çул, юпа, 7
Çуралнă вырăн: Ахмане ялĕ, Чикмĕ уесĕ, Хусан кĕперни, (халĕ Муркаш районĕ, Чăваш Ен)
Вилнĕ вăхăт: 1942, çулла
Вилнĕ вырăн: Витебск патĕнчи çапăçу
Ĕçлев тĕсĕ: поэзи, тăлмач ĕçĕ.

Петтоки Андрей Трофимович (чăн хушамачĕ Петухов, 1905, юпа, 7, Ахмане ялĕ, Чикмĕ уесĕ, Хусан кĕперни (халĕ Чăваш Енĕн Муркаш районĕ) — 1942, çулла, Витебск патĕнчи çапăçу) — чăваш сăвăçи, тăлмачĕ. СССР ÇП пайташă (1934).

Пурнăçĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Андрей Петтоки палăкĕ

1940 çулта Куйбышеври педагогика институтне вĕренсе тухнă.

Таса чун-чĕреллĕ сăвăçă "халăх тăшманĕсемпе" кĕрешес юхăма хутшăнасшăн пулман. Çавăнпа ăна хăйне "тăшман" тума хăтланнă, тĕрлĕ "айăп" шыраса тупнă, тăван чĕлхепе çырса пичетлеме чăрмантарнă.

1935 çултан пуçласа А. Петтоки Мускавра, унтан Самарта пурăннă, кинематографи тата падагогика институчĕсенче вĕреннĕ, чăваш литературине вырăсла куçарас тĕлĕшпе тăрăшнă.

Петтоки ăста çыравçă тата ӳнерçĕ çеç мар, пултаруллă йĕркелӳçĕ те пулнă — тĕрлĕ вăхăтра комсомол ячейкине, пĕрлешӳллĕ хуçалăха, сĕт-çу фермине, «Сунтал» («Ялав») журнала, Чăваш çыравçисен пĕрлешĕвне ертсе пынă. Çавăн пекех Куйбышев облаçĕнчи тăван ен тĕпчевх музейĕн ăслăх ĕçтешĕ вырăнĕнче ĕçленĕ.

1942, çулла, Витебск патĕнчи çапăçура паттăррăн пуçне хунă. Петтоки Андрей Трофимовича Смоленск облаçĕнчи Селище ялĕнче пытарнă.

Ӗçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Пĕрремĕш сăввине 1925 çулта пичетлесе кăларнă. Хăйĕн пĕрремĕш кĕнекине — «Çирĕм иккĕ» поэмăна (1932) — Андрей Трофимович хăй илемлетсе кăларнă.

1935 çулта К.В. Ивановăн «Нарспи» поэмине вырăсла куçарнă. Андрей Петтоки - поэмăна вырăсла пĕрремĕш куçараканĕ.

Кĕнекисем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • «Çирĕм иккĕ» поэма (1932);
  • «Сăвăсемпе поэмăсем» (1964);
  • тата ыттисем.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]