Пифагор

Википедири материал

Пифагор Самосский (ав.гр. Πυθαγόρας ὁ Σάμιος, лат. Pythagoras; пирĕн эрăччен 570—490 çç.) — авал грексен философĕ, математикаĕ, пифагорейсен тĕн философийĕн шкулне туса хураканĕ.

[тӳрлет] Кун-çулĕ

Пифагорăн ашшĕ Мнесарх, амăшĕ Партенида Самосран. Мнесарх чул касакан пулнă (Диоген Лаэртский); Порфирий сăмахĕсемпе вăл Тир пуян сутăçĕ, выçлăх çулĕнче халăха çăкăрпа тăрантарнăшăн самос гражданлăхне тивĕçнĕ. Пĕрремĕш версийĕ килĕшӳллĕрех, мĕншĕн тесен Павсаний Пифагорăн арçын йĕрĕпе пелопоннес Флиунтĕнчен Самоса тарнă Гиппас тытса пырать, вăл Пифагора ват асатте пулать.[1] Партенида (упăшки ăна Пифаида ята куçарнă) на Самосра грексен колонине йĕркеленĕ Анкей чаплă ăратĕнчен. Ача çуралассине Дельфăри пифи (юмăç) каланă , çавăнпа Пифагора çак ята тивĕçтернĕ.

[тӳрлет] Философи вĕренĕвĕ

Пифагор Рафаэль Санти фрески çинче (1509)
Пифагор Рафаэль Санти фрески çинче (1509)