Пласкин Геннадий Александрович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Геннадий Пласкин
Çуралнă вăхăт: 1922, Кăрлач, 1
Çуралнă вырăн: Анат Туçа ялĕ, Патăрьел районĕ, Чăваш Ен, РСФСР, ССРП
Вилнĕ вăхăт: 1999
Вилнĕ вырăн: Етĕрне хули, Етĕрне районĕ, Чăваш Ен, СССР
Гражданлăх: ССРП
Ĕçлев тĕсĕ: драматург, прозăç
Жанр: публицистика, драматурги, проза
Ĕçсен чĕлхи: чăваш, вырăс

Геннадий Александрович Пласкин (1922 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ, Анат Туçа ялĕ, Патăрьел районĕ, Чăваш АССР — 1999 çул, Етӗрне хули, Етӗрне районĕ) — чăваш драматургĕ, çыравçи[1].

1987 çултанпа СССР ÇП пайташĕ.

Биографи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1922 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Патăрьел районĕнчи Анат Туçа ялĕнче çуралнă.

Чăваш педагогика институтне вĕренсе пĕтернĕ. Чăваш кĕнеке издательствинче редактор пулса ĕçленĕ. Элĕк районĕн хаçатĕнче те вăй хунă — литература уйрăмĕнче ĕçленĕ.

2001 çулта çут тĕнчерен уйрăлса кайнă.

Пичетленнĕ ĕçсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Геннадий Александрович çак пьесăсене çырнă: "Шурă хурăн айĕнче", "Семафор уçă Сиваш хумĕсем".

1986 çулта «Çавраçил» ятпа уйрăм кĕнекепе çыравçăн очеркĕсем, калавĕсем тата романĕ пичетленсе тухнă.

Тата ҫак кӗнекесем: «Этем телейӗ», «Элӗксем – Перемышль паттӑрӗсем», «Пирӗн янташсем – Перемышль паттарӗсем».

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Еливанова, Г. Геннадий Пласкин: «Ҫакӑ ҫутӑ тӗнчерен ахаль пурӑнмарӑм!!!» / Г. Еливанова // Тантӑш. – 2012. – 20 авӑн (№ 38). – С. 5
  • Ефимов, Л. А. Геннадий Александрович Плаксин // Ефимов, Л. А. Элӗк енӗ / Л. А. Ефимов. – Элӗк, 1994. – С. 284-285.
  • Кузнецова, А. Пурнӑҫа аркатнӑ хура йӗр / А. Кузнецова // Хыпар. – 2012. – 12 ака. – С. 4.
  • Уткин, Г. Пласкин ҫинчен тӗрӗссине ҫеҫ ҫырмалла // Уткин, Г. Ултӑ портрет : очерксем / Г. Уткин. – Шупашкар, 2013. – С. 35-39.
  • Уткин, Г. Ҫавраҫил ҫаврӑнать // Уткин, Г. Ултӑ портрет : очерксем / Г. Уткин. – Шупашкар, 2016. – Улттӑмӗш кӗнеке. – С. 23-26.
  • Ефимов, Л. А. Геннадий Александрович Пласкин / Л. А. Ефимов // Аликовская энциклопедия. – Чебоксары, 2009. – С. 422-423.
  • Пласкин Геннадий Александрович // Батыревская энциклопедия. – Чебоксары, 2005. – С. 175.
  • Ялгир, П. Пласкин Геннадий Александрович // Ялгир, П. Литературный мир Чувашии / П. Ялгир. – Чебоксары, 2005. – С. 87.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]