Подол (Кейӳ)
«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Подо́л (укр. Поділ) — Кейӳн авалхи вырăнĕ (Подол районĕ), хăйĕн ятне Днепăрăн çыранĕнчи кейӳ сăрчĕсен айĕнче вырнаçнăшăн илнĕ. Кейӳ Руçĕ саманинче Подолра тĕп сутă-илӳ тата ал ăсти лаççисем ларнă пулнă.
Паян кунсенчченех Подолра чылай архитектурăпа истори куравĕсем сыхланса юлнă, хале те вĕсенче çĕнĕ археологи япалисем тупăнаççĕ.
[тӳрлет] Курав вырăнĕсем
Кунти урăх паллă курав вырăнĕсем шутĕнче — Кейӳ-Могилян академийĕ, юханшыв порчĕ, раççей императорĕн I Петĕр çурчĕ, Фролпа Покров мăнастырĕсем, юсаса çĕнетнĕ Богородица-Пирогощи храмĕ, хула фуникулёрĕ, Самсон фонтанĕ, Хăна çурчĕн карти.
Подола çӳлти хула урамĕпе çыхăнтаракан Энтри анăвĕнче Михаил Булгаков çыравçă çуралнă.