Полк
Полк — хĕçпăшаллă вăйсен йĕркелӳ виçи, ротăсемпе, батальонсенчен тытăнса тăракан тактика шайĕнчи çар чăмăртăвĕ.
Тупмалли |
[тӳрлет] Раççейре
Малтан Раççейре полк (хула, вече полкĕ) тесе хула е кнеçлĕх (çĕр) территоринчи ополчение кăтартнă, çав вăхăтрах кнеç дружини те пулнă.
Полксене çар ăрачĕпе (танк, мотострелок, çыхăну, понтон-кĕпер тата ыт.те) тĕрлĕ подразделенирен тытăнса тама пултарать, анчах та тӳррипе çак йĕркелĕве пысăкрах подразделени ятне параççĕ.
1185 çулта пур полксен стрелецĕсен уйрăм тактика виçи пулса каять.
[тӳрлет] Халĕ
Совет тата Раççей çарĕсенче — чаçăн тактика тĕп йĕркелĕвĕ. Раççей полкĕн паллă уйрăмлăхĕ — хуçалăх автономлăхĕ. Полк дивизи шутне кĕме те, РФ ХВ хăй тĕллĕ подразделени пулма пултарать.
Тĕслĕхрен, мотострелок полкĕнче 2-3 мотострелок батальонĕ, 1 танк батальонĕ, 1 артиллери дивизионĕ, 1 тӳпе-ракета дивизионĕ, развед рота, инженер-сапер роти, çыхăну роти, танка хирĕç батарея, хими хӳтĕлев взвочĕ, юсав роти, материалпа тивĕçтерӳ роти, оркестр, медицина пункчĕ. Раççей полкĕн йышĕн — 900 пуçласа 2000 çити салтакпа офицер.
[тӳрлет] Бронетанк çарĕсем
Уйрăм хăй тĕллĕ куçакан йывăр артиллери полкĕ (УХКЙАП) 1943-1945 год çулсенче (Курск çапăçăвĕнче[1]) штачĕпе 21 САУ (5 машинăпа полк командирĕн САУ-ллă 4 батарейă). СУ-152, ИСУ-152 тата ИСУ-122 машинăсемпе пуçтарăннă. 1944 çулхи раштавран пуçласа 3 тсап бригада (гв. тсабр) пулса тăраççĕ.
[тӳрлет] Çавăн пекех пăхăр
| Ку статьяна çырса пĕтермелле, е анлăрах ăнлантарса памалла. Эсир ăна тӳрлетсе, хыпара хушса çырса пулăшма пултаратăр. |
Цитатăланă чухнехи йăнăш Для существующего тега <ref> не найдено соответствующего тега <references/>