Полхар чĕлхи
| Патшалăхсем: | Болгари тата Греци, Румыни, Серби, Турци, Молдави, Албани патшалăхсен Болгари çумĕнчи çĕрсем, АПШ, Аргентина |
| Официаллă статус: | Болгари, ЕП |
| Рейтинг: | 88 |
| Классификаци | |
| Категори: | Еврази чĕлхисем |
| Инди-европа чĕлхисем | |
| Çырулăх: | Кириллица (Полхар алфавичĕ) |
| Чĕлхе кодĕсем | |
| ГОСТ 7.75–97: | бол 115 |
| ISO 639-1: | bg |
| ISO 639-2: | bul |
| ISO 639-3: | bul |
| Çавăн пекех пăхăр: Проект:Лингвистика | |
- Авалхи пăлхар чĕлхи çинчен тĕрлĕ статьяра вулама пулать.
Полхар чĕлхи — полхар чĕлхи, инди-европа чĕлхе çемйинчи славян чĕлхисен кăнтăр ушкăнне кĕрет.
Полхар чĕлхи — Полхари Республикин патшалăх чĕлхи пулать. Çак чĕлхепе Аргентинăра, Грецире, Израильте, Канадăра, Молдавире, Румынире, АПШра, Сербире, Македонире, Турцире, Украинăра, Венгрире, Раççейре калаçаççĕ. Полхар чĕлхи илемлĕ тата ăслăлăх литературипе пуян.
Бессараби Полхаринче вăл полхари пĕрлĕ ушкăнĕн официаллă чĕлхе пулать. Пур тĕнчере полхарла калаçакансем — 12 миллион ытла çын.
Полхар чĕлхипе çырнă чух кириллицăн полхари алфавичĕпе усă кураççĕ, кун чух унта «Э», «Ы» тата «Ё» сас паллисем çук, «Ъ» сас палли [ɤ] уçă сасăна пĕлтерет, чăваш чĕлхинчи «ă» сасăна çывăх илтĕнет.
Ытти славян челхисемпе танлаштарсан, полхар чĕлхинче, чăваш чĕлхинчи пекех, ӳкĕм пачах çук пекех.
Тупмалли |
[тӳрлет] Полхар алфавичĕ
Аа Бб Вв Гг Дд Ее Жж Зз Ии Йй
Кк Лл Мм Нн Оо Пп Рр Сс Тт Уу Фф
Хх Цц Чч Шш Щщ Ъъ Ьь Юю Яя
Ытти славян челхисемпе танлаштарсан, полхар чĕлхинче, чăваш чĕлхинчи пекех, ӳкĕм пачах çук пекех, çапах та паллă, паллă мар тата «нуллĕ» артикллĕсемпе усă кураççĕ.
Лексика енчен полхар чĕлхи чиркӳ славян чĕлхине çывăх, халиччен те калаçура тухăç славян чĕлхисенче архаикăллă шутланакан сăмах чылай. Истори никĕсĕпе полхар чĕлхинче тĕрĕк тымарлă сăмах нумай.
[тӳрлет] Чĕлхен кун-çулĕ
Полхар чĕлхи ]] индии-европа ушкăнĕн славян чĕлхисен кăнтăр ушкăн пайне кĕрет. Полхар чĕлхин çырулăхĕ ытти славян чĕлхисенчен чи малтан йĕркеленет. Полхар чĕлхин çырулăхĕ ытти славян чĕлхисенчен чи малтан йĕркеленет. Хăйĕн ĕмĕрĕн аталанăвĕнче вăл тăватă тапхăра иртет:
- çырулăх умĕнхи (IX ĕмĕрчен),
- ватă пăлхар (IX — XII ĕмĕрсем),
- вăта полхар (XII — XIV ĕмĕрсем), тата
- çĕнĕ полхар (XV ĕмĕр — хальхи кунсем).
[тӳрлет] Фонетика
Сонор хупă сассисем малтан сыпăк тăваканнисем шутланнă, халĕ вара сыпăк тăвас тесен «ъ» уçа сасăна хушаççĕ, тĕслĕхрен, министър («министăр»). Тымар уçă сасси «ъ» хăйĕн вырăнне улăштарма пултарать, сонор хупă сасси умĕнче е ун хыççăн: аз държа (эпĕ тытатăп), анчах та дръж (тыт!).
1945 çулхи нарăс, 1 реформипе ять сас паллине «е» тат «я» çине куçарнă, çакна пула унăн тымар хупă сасси çăк сăмахсенче хытă («е» умĕнче) е çемçе («я» умĕнче): млѣко (сĕт) мляко (пĕр. хис.) куçать, млека (нум.хис.), млечен (сĕтлĕ), çаплах хлѣб (çăкăр) → хляб (пĕр.хис.), хлябове (нум.хис.), хлебен (çăкăрлă).
Хальхи полхар чĕлхин уçă сассисем:
- а [а] — пусăм айĕнче, пусăмсăр чухне /Ъ/ патнелле илтĕнет
- о [о] — пусăм айĕнче те, пусăмсăр чухне те; пусăмсăр чухне /у/ патне çывхарма пултарать
- у [у]
- ъ — «ă»-па «ĕ» сасă паллисен хушшинчи пек илтĕнет
- е — вырăс чĕлхинчи «э» сасă пек сăмах пуçламăшĕнче е уçăмлă сасă хыççăн: этот, поэт
- и [и]
- я [ja], ['а] — хупă сасă хыççăн
- ю [jу], ['у] — хупă сасă хыççăн
[тӳрлет] Морфологи
[тӳрлет] Хисепсем
Грамматика хисепесем полхар чĕлхинче пурипе, вырăс чĕлхинчи пекех — пĕртен-пĕр тата нумай, анчах та ар ăратĕнчи существительнăйсен ятарлă шутлав («бро̀йна») хорми пур.
[тӳрлет] Артикльсем
Паллă артикль постпозитивли, паллă марри — позитив умли шутланать. Унсă пуçне, ар ăратĕнчи существительнăй тата прилагательнăй валли икĕ хорма: «тулли пайташ» -ът/-ат/-ят подлежащи валли тата «тулли мар пайташ» -а/-я дополнени валли. Тĕслĕхрен: пътят влиза в града («çул хулана кĕрет») тата градът се виждаше от пътя («çул çинчен хула курăнать»). Пайласси 1945 çулхи реформа хыççăн пуçланать, реформăччен тухăç диалектсенче тулли мар пайташпа çеç, анăçринче — тулли мар пайташпа усă курнă. Хăшпĕр регионсенче халĕ те туллии пайташа дополненинче усă курни тĕл пулкалать.
[тӳрлет] Ӳкĕмсем
Полхар чĕлхинче пайăр местоименисен сыхланса юлнă ӳкĕм хормисем пур: кĕске хорма — ще го видя (тӳрĕ объект, эпĕ ăна курăп), да му дам (пару, ăна парас тесе); тулли хорма — при него има вода (кам., у него есть вода), нему е съдено (пару, унăн пулмалла) тата ыйту местоименисен: Кого виждаш? (Кама эссе куратăн?) тата Кому е съдено? (камăн пулмалла?). Япала ячĕсен харпăр ячĕсен тăтăшах ят ӳкĕмĕн хорми тĕл пулать, тĕслĕхрен, Иване, Петре, жено(манăн арăм!). Ӳкĕм флексисем хăш фразеологизмсенчи сăмахсенче те (ытларах славян тымарĕнчен) пур, тĕсл."Слава Богу!", варăссипе пĕр пекех.
[тӳрлет] Глагол (калакан)
[тӳрлет] Кăсăк фактсем
- Полхар чĕлхинче, вырăс чĕлхинчи пекех, чĕлхене палăртнă чухне, ытларах -ски (рус. -ский) суффикспа усă кураççĕ, анчах «русский» сăмах полхарла — «руски».
- Полхар чĕлхинче вырăс чĕлхипе танлаштарсан, кĕскетӳ йышĕ сахал.
[тӳрлет] Çавăн пекех пăхăр
[тӳрлет] Каçăсем
- Полхар Ăслăлăх Академийĕн полхар чĕлхин институчĕ (полхарла)
- Полхар чĕлхи Ethnologue-ре
- Полхар чĕлхин вĕрентекен кĕнекипе сăмахсарĕ
- «Сoвременный болгарский язык. Морфология» (полхарла)
Сăмахсарсем
| Славян чĕлхисем | |
|---|---|
| Хĕвел тухăç |
авалхи новгород † • авалхи вырăс † • хĕвел анăç вырăс † |
| Хĕвел анăç | лужица: (тури • анатри) • кашуб • поляк (диалекчĕсем • силез) • словак • чех |
| Кăнтăр |
ватă славян † • чиркӳ славян • славян-серб † |
| Урăххисем |
литература микрочĕлхисем • хутăш чĕлхесем: балачка, суржик, трасянка |