Прокопьев Николай Алексеевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Прокопьев Николай Алексеевич — чăваш сăвăçи. 1932 çулхи нарăсăн 1-мĕшĕнче Елчĕк районĕнчи Çĕнĕ Пăва ялĕнче çуралнă. 1983 çулхи пушăн 21-мĕшĕнче вилнĕ.

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Канаш педагогика институтĕнче вĕреннĕ. Шкулта ĕçленĕ, ачасене чăваш, вырăс тата нимĕç чĕлхисене вĕрентнĕ. Елчĕк район хаçачĕн редакцийĕнче вăй хунă.

Ӗçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Николай Алексеевичăн çак кĕнекесем тухнă:

  • «Кам пĕлмест ман шăллăма?» (1969);
  • «Пĕчĕк тусăмсем» (1973).