Профессионал (фильм)
| {{{ЧăвЯчĕ}}} | |
| Фильм постерĕ | |
| Жанр | |
|---|---|
| Режиссёр | |
| Тĕп рольсенче | |
| Композитор | |
| Тăсăлу |
103 мин. |
| Патшалăх | |
| Çул | |
| IMDb | |
«Профессионал» (фр. Le Professionnel) — Жорж Лотнерăн боевик, фильмра Жан-Поль Бельмондо тĕп рольте вылять.
Фильмра Эннио Морриконĕн Chi Mai тата Le vent, le cri паллă композицисем шăранаççĕ.
Тупмалли |
[тӳрлет] Сюжет
Франци вăрттăн агентне Жослен Бомона аАфрикăри пĕр çĕршыва Нджала президента вĕлерме яраççĕ. Анчах та юлашки самантра политика лару-тăрăвĕ вичкĕн улшăнать. Нджала франци правительствишĕн кирлĕ тус пулса тăрать. Нджалапа хутшăнăва лайăхлатас тĕлевпе ятарлă хĕсмет Бомона каялла чĕнсе илмест, ăна африкансене сутса ярать; агента чылай çул хушăна тĕрмене хупаççĕ. Хăйне сутакансене тавăрăп тесе, Бомон чăрсăррăн тарать те хăйĕн босĕсем патне кĕске те витĕмлĕ телеграмма ярать. Вăл Францире хăйĕн миссине пурнăçлама — 48 сехет хушшинче официаллă визитпа Париса килнă Нджалана вĕлерме сăмах парать. Çакна тăвас тесен, Бомонăн президента сыхлакан хӳтĕлевçĕсен темиçе карти витĕр «каçмалла». Вăл тăр-пĕчченех сак ĕçпе тăрмашса пурне те хăй чăн профессионал пулнине кăтартасшăн.
[тӳрлет] Рольсенче
- Жан-Поль Бельмондо — Жосслен "Жосс" Бомон
- Робер Оссейн — Комиссар Розен
- Сирьель Клэр — Алиса Анслен
- Мишель Бон — Капитан Валера
- Жан Десайи — Министр
- Жан-Луи Ришар — Полковник Мартен
- Элизабет Маргони — Жанна Бомон, Жосс арăмĕ
- Пьер Сентон — Президент Нджала
- Бернар Доннадьё — Фарж инспекторăн пулăшаканĕ
- Пьер Вернье — Сальваторе Вольфони
- Мари-Кристин Декуар — Дорис Фредриксен
[тӳрлет] Кăсăк фактсем
- Фильмăн юлашки сценине Ля-Ферьер карман таврашĕнче, Рамбуйе çумĕнче çапса илнĕ.
- Фильмри тĕп герой комиссар вил кĕлетки мăйне хăйĕн жетонне çакать. Жетон çинчи çакнашкал çапни пур "BEAUMONT Josselin 56-322-460". Цифра шифрне çапла вулама юрать - 56 (Кот-д’Ивуар (" Слон Шăммин Çыранĕ") патшалăхри халăх йышлăхĕ, Josselin — Жосслен "Жосс" Бомон), е 56 — патшалăх тĕнчере çĕр лаптăкĕпе йышăнакан вырăн), 322 460 — (км²) Кот-д’Ивуар çĕр лаптăкĕ).
[тӳрлет] Парнесем
- 1982: Эннио Морриконене фильм валли паха мусăк кĕвĕленĕшĕн Сезар парнине илме тăратнă, Франци
- 1983: Ылтăн экран парни, Германи
[тӳрлет] Каçăсем
- «Профессионал»(акăлч.) Internet Movie Database сайтĕнче
- "Дневник кино" сайтĕнчи хыпар
- Инфо на сайте Bebelworld (фр.)