Пуплев пайĕсем

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Пуплев пайĕсем, — сăмахсен лексикăпа грамматика ушкăнĕсем. Пĕр ушкăна кĕрекен сăмахсен пĕлтерĕшĕ, морфологи паллисемпе грамматика категорийĕсем, улшăнаслăхĕ тата синтаксис функцийĕсем пĕрешкел пулаççĕ.

Чăваш чĕлхинче 11 пуплев пайĕ: япала ячĕ, паллă ячĕ, хисеп ячĕ, местоимени, глагол, наречи, евĕрлев сăмахĕ, хыçсăмах, союз, татăк тата междомети. Чăваш чĕлхинчи пуплев пайĕсем пĕр-пĕринчен уйрăлсах çитеймен, ăна, тĕслĕхрен, лайăх, тĕрлĕ, вăйлă йышши сăмахсем çирĕплетсе параççĕ. Предложенири вырăнне шута илсе япала ятне ăнлантарнă чухне вĕсене — паллă ячĕ, глаголпа çыхăннă чухне наречи тесе каланă. Паллах, пуплев пайĕсене çакнашкал принципа тĕпе хурса уйăрни тĕрĕс мар.

Пĕлтерĕшĕсене тата предложени тытăмĕнче хăйсене мĕнле тытнине шута илсе пуплев пайĕсене тулли тата пулăшу пĕлтерĕшлисем çине уйăраççĕ:

  • тулли пĕлтерĕшлисем — япала ячĕ, паллă ячĕ, хисеп ячĕ, местоимени, глагол, наречи, евĕрлев сăмахĕ;
  • пулăшу пĕлтерĕшлисем — хыçсăмах, союз, татăк.

Междомети ку йĕркене кĕмест, мĕншĕн тесен вăл тулли пĕлтерĕшлĕ пуплев пайĕ пек предложени членĕ пулмасть, пулăшу пĕлтерĕшлисем пек, сăмахсене пĕр-пĕринпе çыхăнтарма пулăшмасть, хăй те ыттисемпе çыхăнмасть.

Чĕлхери тулли пĕлтерĕшлĕ сăмахсем тулли мар пĕлтерĕшлисенчен уйрăлса тăраççĕ:

  • вĕсен лексика пĕлтерĕшĕсĕр пуçне грамматика категорийĕсем пур;
  • пĕрисем улшăнакан (вĕçленекен е сăпатланакан), теприсем улшăнман (вĕçленмен, сăпатланман) пуплев пайĕ шутланаççĕ;
  • вĕсем хăйсем тĕллĕнех предложени тăваççĕ, предложенире тĕп членсем те, кĕçĕн членсем те пулма пултараççĕ.

Тулли мар пĕлтерĕшлĕ сăмахсене урăхла пулăшу сăмахĕсем теççĕ, вĕсем йышлах мар. Ку ушкăна кĕрекен сăмахсен уйрăмлăхĕсем:

  • лексика пĕлтерĕшĕ палăрмасть е пачах çук;
  • грамматика категорийĕсем те çук;
  • улшăнмаççĕ (вĕçленмеççĕ, сăпатланмаççĕ), морфемăсем çине пайланмаççĕ;
  • предложени членĕ пулмаççĕ, тулли пĕлтерĕшлĕ сăмахсене пĕр-пĕринпе çыхăнтарма çеç пулăшаççĕ;
  • хăш-пĕр пулăшу сăмахĕсем сăмахсен е предложенисен пĕлтерĕшне мĕн енчен те пулин кăшт урăх сĕм параççĕ.

Пуплев пайĕн çак ик картлашкаллă классификацийĕ чăваш чĕлхи ăслăлăхĕнче 1950 çулсенче çирĕпленнĕ. Хăш-пĕр тĕпчевçĕсем çак классификацие модальлĕх сăмахĕсене хушаççĕ (М.Р.Федотов).

Литература[тӳрлет]

  • Павлов И.П. Хальхи чăваш литература чĕлхи. Морфологи. Ш., 1965;
  • Андреев И.А. К вопросу о выделенни частей речи в тюркских языках в свете теории о первичной и вторичной синтаксических функциях // Учен. зап. ЧНИИ. Вып. 46. Филология. Ч., 1970.

Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет]