Пьер де Кубертен
«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Пьер де Кубертен (Pierre de Coubertin)- педагог, хальхи Олимп вăййисене никĕслекен ĕçчен.
Паспортри ячĕ - Пьер де Фреди, барон де Кубертен. Пьер аристократ çемьинче виççĕмĕш ача пулнă.
Биографи[тӳрлет]
- 1880 ç. Сарбонна университечĕн философи факультетĕнче вĕренме тытăнать;
- 1882 ç. тусĕсемпе спорт клубне никĕсленĕ;
- 1887 ç. Францире Чупу спорт ушкăнĕсен Пĕрлĕшĕвне никĕсленĕ;
- 1892 ç. Сарбонна университетĕнче "Олимп вăййисене чĕрĕлтерес ĕç" доклала вуланă;
- 1894 ç. Парижра Тĕнчери Атлетсен Конгрессне вуннă патшалăхран (Франци,Аслă Британи,Раççей империйĕ т.ыт.) 2 пин делегат пухăннă. Тĕнчери олимп комитетне (ТОК) никĕсленĕ;
- 1895 ç. авланнă. Арăмĕ - Мари Ротан;
- 1896-1916 çç. ТОК ертӳçи-Президенчĕ;
- 1916-1919 çç. Пĕрремĕш Тĕнче вăрçинче нимĕçсене хирĕç çапăçнă;
- 1919-1925 çç. ТОК ертӳçи-Президенчĕ;
- 1937 ç. авăн, 2 вилнĕ. Лозанна хулинче пытарнă.