Пӳлер

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Пӳлĕр, — Атăлçи Пăлхарти хула. X ĕмĕрте никĕсленĕ. XII-XIII ĕмĕрсенче анлă аталанса çитнĕ. Ку вăхăтра вăл Атăлçи Пăлхарăн тĕп хули те пулнă.

Этимологи[тӳрлет]

Пӳлĕр сăмаххи авал тĕн çыннине пĕлтернĕ. Пĕлӳ сăмахинчен пулнă. Тепĕр май каласан ăслă та тăнлă çынна пĕлтернĕ.

Истори[тӳрлет]

Вырăс летописĕсенче ăна «Аслă хула» (вырăс. Великий город) тесе çырнă. 1236 çулта хулана монгол çарĕсем аркатса пĕтернĕ.

Археологи ĕçĕсем вăхăтĕнче хула вырăнĕнче кăкшăмсем, тата ытти япаласене тупнă. Çавăн пекех Иранран, Вăтампа Малти Азирен, Кавказран, Руçрен тата Китайран илсе килнĕ япаласене тупнă.

Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет]