Р

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Рр, — чăваш алфавитĕнчи çирĕммĕш саспалли. Унӑн ячĕ — «рă». Вырăс çырулăхĕнчен илнĕ. Кивĕ çырулăх палăкĕсенче тĕл пулать. Çĕнĕ чăваш çырулăхне 1871 çулта И.Я. Яковлев кĕртнĕ.

Рр саспалли чăваш сăмахĕн пур вырăнĕнче те тĕл пулмаасть, чăваш сăмахĕсем р сасăпа пуçланмаççĕ. Ытти чĕлхерен кĕнĕ сăмахсем вăл сасăпа пуçланнă пулсан, чăвашланнă вариантĕнче ун умĕн урăх сасăсем кĕрсе ларнă. Тĕслĕхрен, руский — вырăс.