РСДРП

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Disambig gray.svg Çак терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Рабочи партийĕ пăхăр.
«Раççейри социал-демократи рабочи партийĕ»
Ертӳç:

Мартов Юлий Осипович (меньшевиксен фракцийĕ)
Ленин Владимир Ильич (фракци, кайран партия большевиков)

Йĕркеленĕ вăхăт:

1898

Идеологи:

Социал-демократи

Раççейри социал-демократи рабочи партийĕ (РСДРП)1898 çулта туса хунă социал-демократи партийĕ.

Кун-çулĕ[тӳрлет]

Пĕрремĕш социал-демократиллĕ кĕтесĕсем Раççей Империнче 1880-мĕш çулсен вĕçĕнче хыпса тухаççĕ. 1895 çулта Петербург социал-демократиллĕ ушкăнĕнчен «Рабочи класс ирĕклĕх кĕрешĕвĕн пĕрлĕхĕ» пулса каять. 1887 çулта Кейӳре кейӳ «Рабочее дело» социал-демократиллĕ ушкăнĕпе Петербургри, Мускаври социал-демократсемпе тĕл пулса канашланă. 1897 çулта Çурçĕр-Анăçпа Вислаçум енĕсенчи еврейсен социал-демократиллĕ ушкăнĕсем «Литвари, Польшăри тата Раççейри пур еврей рабочи пĕрлĕхне», е «Бунда» пĕрлешнĕ.

Пĕрремĕш (Минскри) съезчĕ[тӳрлет]

1898 çулхи пуш, 1 Минск хулинче РСДРП пĕрремĕш (Никĕслекен) съезчĕ пуçтарăннă. Унăн ĕç-пуçне 9 делегат: "Союз за освобождение рабочего класса" (4 çын - С. Радченко, А. Вановский, П. Тупчанский тата К. Петрусевич), Бундран Ш. Кац, А. Кремер тата А. Мутник, «Кейӳ Хаçачĕнчен» - Б. Эйдельманпа Н. Вигдорчик. Съезд Петром Струве хатĕрленĕ "Манифест Российской социал-демократической рабочей партии" йышăннă. Анчах та пурĕ тенĕ пекех делегачĕсене, Тĕп Комитета суйланă А.Кремера, С.Радченкăна тата Б.Эйдельмана полици аресленĕ, çапла ĕнтĕ съезд уйрăм ушкăнсене партине пĕрлештерме пултарайман.

1900 çулта «Искра» никĕсленĕ. Редакцине В. И. Ленин, Г. В. Плеханов, Цедербаум, П. Б. Аксельрод, В. И. Засулич, А. Н. Потресов кĕнĕ.


Иккĕмĕш (Лондонри) съезчĕ[тӳрлет]

1903 çулхи утă уйăхĕнче съезда суйланă элчĕсем Брюсселе çитнĕ, анчах та полици съезда уçтармасть, вара делегатсен Лондона куçма тивет. Пурĕпе 43 делегат пуçтарăннă. Съездра парти РСДРП(б) тата меньшевиксен партине уйрăлать. Съезд партин программине йышăнать. 1903 çулхи чӳкĕн 1-мĕшĕнче Ленин «Искра» редакцинчен тухать, хаçат меньшевиксен аллине куçать.

Виççĕмĕш (Лондонри) съезчĕ[тӳрлет]

Съезд 1905 çулхи акан 12—27-мĕшĕсенче (ака, 25 — çу, 10) Лондонра 1905 çулхи революцин пуçламăшĕнче уçăлать, унта социал-демократсем хастар хутшăнаççĕ. Съезда 24 делегат (сасăлакан) тата 14 делегат (канашлу) пухăннă. Съездра хĕçпăшаллă пăлхав пирки резолюцие тата ытти йăшăнусене çирĕплетнĕ. «Пролетарий» хаçата пичетлеме йышăннă.

1905 çулхи Революци[тӳрлет]

Социал-демократсем Одессăра çĕртмен 10-мĕшĕнче пĕр эрне кĕрленĕ пăтăрмахсене чĕртсе янă. Аркатса Одесса портне çунтарса янă. Крым социал-демокрачĕсен пĕрлешĕвĕ хура тинĕс флотĕнче пăлхава хатĕрленĕ, анчах та флотăн пĕрлехи ĕçне «Потёмкин-Таврический» кнеç броненосец çинчи пăлхав пăсса хурать. Октябрь манифестне пичетленсен Патшалăх думин суйлавне социал-демократсем бойкот тума шутланă. Çав вăхăтрах социал-демократсем Раççейĕн финансă системине ӳкересшĕн тăрăшнă, банксене хуна укçана каялла илме сĕннĕ, налука тӳлемелле мар хистенĕ. Красин ертсе пынă çапăçу техника ушкăнĕ ют çĕрсенче хĕçпăшалпа сирпĕнӳ япалалăхне туянса Раççее усă курма куçарнă. 1906 сулхи нарăсăн 13-мĕшĕнче социал-демократсем Гельсингфорскри Патшалăх Банкне çаратаççĕ.

«Искра» хаçатра çак тапхăрта çапла çырнă:

Созывайте же открытые собрания народа и несите ему весть о крушении военной опоры царизма. Где только можно захватывайте городские учреждения и делайте их опорой революционного самоуправления народа. Прогоняйте царских чиновников и назначайте всенародные выборы в учреждения революционного самоуправления, которым вы поручите временное ведение общественных дел до окончательной победы над царским правительством и установления нового государственного порядка. Захватывайте отделения государственного банка и оружейные склады и вооружайте весь народ. Установите связь между городами, между городом и деревней, и пусть вооруженные граждане спешат на помощь друг другу всюду, где помощь нужна. Берите тюрьмы и освобождайте заключенных в них борцов за наше дело: ими усилите ваши ряды.

Провозглашайте повсюду низвержение монархии и замену ее свободной демократической республикой. Вставайте, граждане!

Тăваттăмĕш (Стокгольмри) съезчĕ[тӳрлет]

1906 çулхи ака уйăхĕнче иртнĕ. Съезда 111 делегат (йышăну сасăллă, 57 йĕркелӳрен) тата 22 делегат (канашлу сасăллă, 13 йĕркелӳрен) пуçтарăннă. Пысăк çĕр харпăрлăхĕсене конфикăламалла партин «Аграри программине» йышăннă. Патшалăх думи пиркин суйлавне хутшăнма шутланă, "революци юхăмне сарас тата çивĕчлетес тĕллевпе правительствăпа Дума хушшинче, Думăн хăйĕнче те, хĕрсе каякан хирĕçӳсемпе уса курас" резолюцие йышăннă.

Патшалăх Думин иккĕмĕш чĕнĕвĕ[тӳрлет]

Иккĕмĕш дума суйлавĕнче социал-демократсем 65 вырăна, вĕсенчен 33 — меньшевиксен, 15 – большевиксен, çĕнсе илнĕ. Анчах та иккĕмĕш дума кăшт кăна ĕçленĕ. 1907 çулхи çăвăн 5-мĕшĕнче РСДРП пайташĕн тата Думăн депутачĕн Озолĕн хваттерĕнче полици социал-демократсемпе петербург гарнизонĕн салтакĕсен пуххине тытнă. РСДРП пайташĕсем пăлхав çĕклесе правительствăна ӳкерес тĕллевпе çарта революциллĕ агитаци ĕçне туса пынине палăртакан хыпарсене тупнă. Çĕртмен 1-мĕшĕнче правительство Патшалăх Думинче социал-демократсен дума фракцин мĕнпур йышне айăпласа тишкерме Думăран хăтарса 16 пайташне тĕрмене хупма ирĕк ыйтнă. Дума правительства ыйтнипе килĕшмен. Çĕртмен 3-мĕшĕнче Думăна патшан хутайĕпе салатнă, РСДРП дума фракцин пайташĕсене аресленĕ.

Пиллĕкĕмĕш (Лондонри) съезчĕ[тӳрлет]

Съезда 336 çын — 105 большевик, 97 меньшевик,57 Бунд, Польшăпа Литван 44 социал-демокрачĕ, 29 латыш социал-демокрачĕ — пухăннă. Террорпа экспроприаци ĕçĕсене чарса лартма шутланă. Большевиксен ертӳçисем, çапах та, вăрçă ĕçенчен хăпăнман, вăрттăн хăйсен партин Большевиксен Центрне йĕркеленĕ, вăл ĕнтĕ вырăнти çăпăçас шухăшлă пайташĕсемпе çыхăну тытса тăнă. Унăн пулăшăвĕпе Кавказ, Урал тата урăх çĕрсенче большевиксем «партисĕр тĕкĕртсене» йĕркелеççĕ, вĕсем вара экспроприацисем туса çаратса илнĕ укçан пайне Большевиксен Центрне ярса панă.

Октябрь революцийĕ[тӳрлет]

Октябрь революцийĕ хыççăн 1918 çулта РСДРП-на Раççей коммунисчĕсен партийĕ (большевиксен) (РКП(б)) ята куçараççĕ, тепĕртакран Пурсоюзлă коммунисчĕсен партийĕ (большевиксен) (ПКП(б)), юлашкинчен, ССКП - Совет Союз Коммунисчĕсен партийĕ.

Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет]

Вуламали[тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет]

Шаблон:Раççейри оппозици

Шаблон:1905 çулхи революци