Раççейри граждан вăрçин 3-мĕш тапхăрĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Раççейри граждан вăрçи тапхăрĕсем
1-мĕш тапхăрĕ
2-мĕш тапхăрĕ
3-мĕш тапхăрĕ
4-мĕш тапхăрĕ
5-мĕш тапхăрĕ

Вăрçăн виççĕмĕш тапхăрĕ (пуш, 1919 — ака, 1920) Çавăн пекех пăхăр: Колчакăн пур Раççей ертӳлĕхĕ, Мăн Çĕпĕр Пăрлă харçи

Раççейри граждан вăрçи

1919 ç. çуркунне Раççей граждан вăрçин 3-мĕш тапхăрне кĕрсе каять. Антантăн Аслă канашĕ тепĕр вăрçă харçине хатĕрлет. Кун чух, вăрттăн хутсене вуласан, «…вырăссен большевиксене хирĕç вăйĕсем кӳршĕ тамăр патшалăх çарĕсемпе пĕрле…»интервенци тумалла тенĕ.[1] Пулас тапăнура тĕп ĕçне шурă çарсем, пулăшу ĕçне — чикĕ лешьенчи патшалăх — Финлянди, Эстони, Латви, Литва, Польша çарĕсем — çине пайланă. Çапах та Антантăн çак планĕ хут çинче çеç пулать — Шурă ертӳлĕхсем Антантăн харпăр тупăш тĕллевлĕ политикине чухласа кашни хăй тĕллĕн ĕç тимленĕ. Тĕслĕхрен, «Франци хăйĕн тимлĕхне Кăнтăр хĕçпăшаллă вăйĕсем, Украина, Финлянди тата Польша хушшинче пайласа, Польшăна кăна кирлĕ пулăупа тивĕçтерчĕ, ăна инкекрен хăтарасшăн çеç каярах Кăнтăр çарпуçлăхĕпе татăçуллă ĕçлĕхе, кĕрешӳн юлашкинче, крым тапхăрĕнче кĕчĕ… Тĕплĕн каласан, унтан эпир кирлĕ пулăшу кĕтсе илеймерĕмĕр: дипломати çирĕп пулăшăвне те, уйрăмах Польша енчен пулашу кирлĕ вăхăтра та, кивçен укçапа та, вăрçă хатĕрĕпе те.[2]»— тепĕртакран çапла çырать Р. К. Х. В. Тĕп çарпуçĕ генерал А. И. Деникин.

Англи, Франци тата АПШ Колчакпа Деникин ертӳлĕхĕсене экономика енчен пулăшма тытăнаççĕ. 1918/19 çул хĕлĕнче çĕршер пин винтовкăпа (250—400 пин Колчака тата 380 пин Деникина), танксем, грузовиксем (1 пине яхăн), броневиксемпе самолётсем, темиçе пин çын валли вăрçă хатĕрĕпе вăрçă тумтир панă. Колчак çарне хатĕрпе пулăшакан ертӳçи акăлчан генералĕ Альфред Нокс каланă:

Вырăс салтакĕ çак çулта большевиксене хирĕç пенĕ кашни патрона Англире акăлчан рабочисем акăлчан материалĕнчен тунă, Владивостока акăлчан пăрахучĕсем турттарса килнĕ.[3]

Çакăнпа пĕрлех Антанта Шурă ертӳлĕхсене çак пулăшăва саплама ыйтнă. Генерал Деникин çирĕплетет:

Вăрçă хатĕрĕпе пулăшнăшăн, пĕр-икĕ янтă хатĕр пăрахут ярса панăшăнах «экономика хаклавĕллĕ тӳлев» илесшĕн Франци миссийĕ çурла уйăхĕнчен пуçласа ыйту хускатать… Маклаков Парисран, франци ертӳлĕхĕ эхер те эпир «вăрçă япалисене хирĕç тивĕçӳллĕ тулă тиесе ăсатма хамăра тивĕç йышăнмасан» «вăрçă япалисене тиесе яма чарăнать» тесе телеграфлать[4]

«çакă пулашу мар, япала улăштарни, ахаль сутă-илӳ кăна пулнă» тĕп-тӳррĕнех пĕлтерет[4] .

Британи кăшăлĕн ĕçтĕшĕ, вăрçă министăрĕ Винстон Черчĕл тата тӳрĕрех каланă:

Çак çулта эпир фронтсенче эптр тăшманлă вырăссен ĕçĕшĕн çапăçнă тени тĕрĕс мар пулать. Апла мар, вырăс шурă гвардисем пирĕн ĕçшĕн çапăçрĕç. Большевиксем шурă çарсене çапса çĕмĕрсе хăйсен тытăмлăхне Раççей империн пĕтĕм çĕрĕнче тĕреклетсен çак чăнлăх пире сисмеллех ыраттарĕ.[5]

Çак сăмахсем Антанта вырăс Шурă юхăм çарĕсемпе тупăçлав политикине тытса пынине, «тамăрсем» хăйсемех шурă гвардисемпе хутшăну ĕç-хĕлĕнче хăйсем çине пулăшу этеплĕ шанчăкне илессине татăçу хучĕсенче çирĕплетменни курăнать. Çапла, британи премьер-министăрĕ Ллойд Джордж Принцев утравĕсем çинче шуррисемпе хĕрлисене калаçу сĕтелне (Англи майлă ĕç-пуçла) лартасси юрăха тухни хыççăн тӳрех уçăллă пуплет:

Колчак адмиралпа Деникин генерала пулăшни тĕрĕс пулнă-ши ыйту тавлашуллă шутланать, мĕншĕн тесен вĕсем «Пĕрлĕ Раççейшĕн кĕрешеççĕ»… Аслă Британи политикине çак лозунг килĕшӳллĕ-и, эп татса пама пултараймасть… Перси, Афганистан тата Инди еннелле глетчер евĕр ывтăнса пыракан хаватлă, аслă тата пысăк Раççей Аслă Британи империшĕн чи кăра хăрушăлăх пулнине пирĕн аслă çынсенчен пĕри, лорд Биконсфильд, палăртать…[6]

Британи премьер-министăрĕн çак сăмахĕсем хыççăн унăн вăрçă ĕçтешĕ калани урăхлах шухăша пĕлтереççĕ, хальхи тĕпчевçĕсен ĕçĕсенчен паллă, Британи, шуррисен кĕрешĕвĕ путланнипе «тамăрсен» «икĕ пĕчĕк Раççей» тăвас ĕмĕчĕ сӳнет, çак хирĕçĕвĕн пĕр енĕ майлă пулма суйлать. Н. В. Стариков çырнипе, Англи хăйсен влаçне тытса юлас тесе компромислă тата каялла чакма пулнă большевиксен çĕнтерĕвĕ пирки ĕмĕтленнĕ, шуррисен çулпуçĕсем вара «Эпир Раççее сутмаспăр» тенĕ[7], çакна пула, Деникин генерал каланипе акăлчансем «пире хăрушăллă самантра кĕрешӳрен тухнă, большевиксене хирĕç вăйсене пулăшма пăрахнă[8]».

Версаль мирне алă пусса çирĕплетсен, Германи вăрçăран тухсан, анăç тамăрсем Шурă юхăма пулăшу пама пăрахаççĕ.

Колчак политика тупсăм ыйтăвĕсене тарăн тарăн тимленен, вăл хăйĕн ялавĕпе большевиксене хирĕç тĕрлĕ тĕллевлĕ политика вăйĕсене пуçтарса çĕнĕрен патшалăхăн çирĕп тытăмне йĕркелессе чун туйăмĕпе шаннă.

1919 уйăхĕн пуш уйăхĕнче А. В. Колчакăн лайăх хĕçпăшалланнă 150 пинлĕ çарĕ Мускава иес тĕлевпе тухăçран тапăну пуçлать.

Ӳкерчĕк:Xbypunx.jpg
А. В. Колчак
Ӳкерчĕк:Ru kolchak.gif
Колчак ялавĕ

Çав хушăрах хĕрлисен Тухăç фрончĕн тылĕнче большевиксене хирĕç çĕкленнĕ çĕр ĕçтĕшсен пăлхавĕ (Чаппан вăрçи) тапранать, вăл Самарпа Чĕмпĕр кĕпернисене ярса илет. Пăлхавçăсен йышĕ 150 пинĕ çынна çитет. Япăх йĕркеленнĕ тата начар хĕçпăшаллă пăлхавçăсене Хĕрлĕ çарăн пайĕсемпе ЧОН пĕтерекен текĕрчисем тĕппиех салатса аркатаççĕ.

Пуш-ака уйăхĕсенче Колчак çарĕсем, Ӗпхӳ, Ижевск тата Воткинск туртса илеççĕ, пур Урал çĕрĕсене йышăнаççĕ те çапăçусемпе Атăл еннелле талпăнаççĕ, анчах та Хĕрлĕ Çарăн пысăк йышлă вăйĕсем Самарпа Хусан патĕнче чарса лартаççĕ.1919 çулхи ака уйăхĕн вĕçĕнче хĕрлисем хирĕç тапăнса 1919 çурла уйăхĕнче Ӗпхӳ, Екатеринбург тата Челепи хулисене çĕнтерсе илеççĕ.

1919 авăн-юпа уйăхĕсенче Тоболпа Ишим хушшинче шуррисемпе хĕрлисен юлашки çапăçăвĕ пулса иртет. Урăх фронтсенчи пекех шуррисем, сахал йышлă, начар хĕçпăшаллă пулнипе, юнлă кĕрешуре çĕнтереймеççĕ. Çакăн хыççăн фронт саланса ӳкет те Колчак çарĕсем Çĕпĕр ăшнелле чааççĕ. Çăк хушăра эсерсем Колчак тылĕнче темиçе пăлхав çĕкленĕ, вĕсем Иркутска çĕнтерсе илеççĕ, хулари влаç эсерсен Политтĕпне куçать.Кăрлачăн15-мĕшĕнче эсерсен кăмăлĕпе пĕр пулнă çапăçас темен чехословаксем, хăйсем сыхланă Колчак адмирала Политтĕп аллине параççĕ[9].

1920 çулхи кăрлач, 21 иркутск Политтĕп Колчака большевиксен ревком аллине парать. Колчак адмирала 1920 çулхи нарăсăн 6-7 каçĕнче персе пăрахаççĕ. Ăна Ленин приказĕпе персе пăрахнă. Çапах та урăх хыпарсем пур: Аслă Тăран Колчак адмирала тата Министăрсен Канашĕн ертӳçне Пепеляева персе вĕлермелли йышăну çине Иркутск вăрçă-революци комитечĕн ертӳçи Ширямов тата А. Своскарев, М. Левенсон тата Отрадный пайташĕсем алă пуснă. Адмирала çăлма васканă Каппелĕн вырăс çарĕсем вăхăта çитеймен те, Колчакăн вилĕмĕ çинчен пĕлсен, Иркутск тапăнăвне чарнă.

Деникинăн Мускав харçи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ӳкерчĕк:Dobrovol armia 3-1.jpg
Марков, Деникин, Алексеев
Ӳкерчĕк:238610527.jpg
Бар патĕнче Петлюрăсене бронепуйăсран переççĕ. Çĕртме, 1919.
Бронепуйăс «Единая Россия» царицын тĕлĕнче, 1919
«Атаман Богаевский» -броневик Донской армии.
Ӳкерчĕк:201919.jpg
Иккĕмĕш пехота дивизи пайĕ. 1919 çул
Май-Маевский (малта) тата П. В. Макаров (унран иккĕмĕш)
Ӳкерчĕк:Donskoy kazak.jpg
Тан касакĕ
Мамантов Константин Константинович

1919 кăрлач, 8 Ирĕк кăмăл çарĕ Раççей Кăнтăр Хĕçпăшаллă вăйĕсем (РКХВ) шутне кĕрет, тĕп тапăну вăййи пулса тăрать, унăн çарпуçне — Деникин генерала — РКХВ ертсе пыма хушаççĕ. 1919 çулĕ тĕлне Деникин Çурçĕр Кавказри большевиксен хирĕçлĕвне пусарать, Антанта патшалахĕсенчен Хура тинĕс порчĕсем урлă хĕçпăшалпа вăрçă хатĕре туянас тĕлевпе Аслă пур Тан çарĕсен атаманне, герман майлă Краснов генерала влаçран хăтарса Танпа Кубань касак çарĕсене хăйне пăхăнтарать. Расширение помощи странами Антанты также ставилось в зависимость от признания Белым движением новых государств на территории Российской империи. 1919 кăрлач, 8 Ирĕк кăмăл çарĕ Раççей Кăнтăр Хĕçпăшаллăă вăйĕсен (РКХВ) шутне кĕреççĕ, генерал Деникин РКХВ çарпуçĕ пулса тăрать. 1919 çĕртме, 12 официаллă Колчак адмирал Вырăс патшалăхĕн Аслă Тăрăмĕ тата Вырăс çарĕсен Тĕп çарпуçĕ пулса тăрать.

Шурă хĕрлĕ Раççей «пĕчĕкленсе пыраканне» кăтартакан плакачĕ (1919)

1919 çулхи çулла хĕçпăшаллă кĕрешӳ Кăнтăр фронтне куçать.

Хĕрлĕ çарăн тылĕнче çĕр ĕçченĕсемпе касак пăлхавĕсен: Махно, Григорьев, Вёшен пăлхавĕ, — çулăмĕпе усă курса Ирĕк кăмăл çарĕ большевиксен вăйĕсене çапса аркатать те опреративлă уçăлăха тухать. Çĕртме вĕçнелле вăл Царицына, Харькова, Александровска, Екатеринослава, Крыма илет.

Утă, 3 генерал А. И. Деникин «мускав директивине» çутта кăларать, вара унăн 100 пин штыкпа хĕçлĕ çарĕ çĕршывăн варринелле çул тытать. Анчах та ăнăçлă тапăнса пыма шуррисен хăват çитмен — тĕп кĕпернесемпе промăç хулисене хĕрлисем тытса тăнă.

Большевиксен çарпуçлăхĕ хăй те Кăнтăр фронтне тĕреклетес тĕллевпе ятарлă виçе ĕçĕсем тăвать. Утă уйăхĕнчех çар çынни шучĕ 180 пине, 900 яхăн кĕпçе пулать. Деникинăн тапăнăвĕ сӳнсе пырать — сылтăм флангĕнче кăна Кавказ çарĕ çурçĕрелле ыткăнса утăн 22-мĕшĕнче Камышина кĕме пултарать.

Çурла варринче шуррисен çар тĕп ушкăнне аркатса, Танăн анат юхăмне туртса илсе тăшманăн тĕп вăйĕсене Çурçĕр Кавказа каяс çула хуплас хутĕллевпе хĕрлисен Кантăр фрончĕ хирĕç тапăну тапратасшăн пулать.

Большевиксен хирĕç тапăнăвне малтанах сиссе, деникин çарпуçлăхĕ ăна пăсасшăн тăрмашать, çак тĕллевпе çурла, 10 корпусне Мамонтов генерал-лейтенантăн 4-мĕш Тан касак (6 пин хĕç, 3 пин штык, 12 кĕпçе) хĕрлисен тылĕсене тустарма кĕртсе ярать. Фронта çурса касак корпусĕ хĕрлисен тылне шала кĕрсе каять, хуласене илет, гарнизонсемпе тăшман вăйĕсене пĕтерет, коммуникацисене çĕмĕрет, партизансене пăшал валеçет. Вĕсемпе керешме хĕрлĕ çарпуçлăхĕ Шалти фронта йĕркелет (М. М. Лашевич- çарпуçĕ) (23 пине яхăн çын, авиаци, бронепуйăссем). Мамонтов юланучĕсем Хĕрлĕ çарăн хирĕç тапăнăвне чарса лартайман пулсан та, çапах та хĕрлисен тылне арпăштарса хăварать, тапăнса пыракан пайсен çапăçăва кĕрес хăватне тайтарать.

Ятарлă ушкăнь (67 пин штыкпа хĕç тăшманăн 34 пинне хирĕç) Царицын çине тата . И. Селивачёвăн тапăну ушкăнĕ (55 пин штыкпа хĕç тăшманăн 30 пине хирĕç) Харьков çине çурла, 14 тапăнса пыраççĕ. Хаяр çапăçусемпе, вĕсем авăн уйăхĕ пуçламĕшне Харьковпа Царицын патне тухаççĕ, çавăнтах вĕсене пĕтĕмпех çапса аркатаççĕ. Çакăн хыççăн деникин çарĕсем çурçĕрелле тата анăçалла ăнăçлă тапăнса пыраççĕ. Çурлан 27-мĕшĕнче Одесса хулине илеççĕ, çурла, 31 Кейӳне, авăн, 20Курска йышăнаççĕ.

1919 çулхи авăн тата юпан пĕрремĕш пайĕнче большевиксене хирĕç вăйсем ăнăçлă кĕрешеççĕ. Ăнăçлă тапăнса пырса Деникин çарĕсем юпа, 6 Воронежа, юпа, 3Орёл хулине йышăнаççĕ, Тула хулине хăмсараççĕ. Большевиксен кăнтăр фрончĕ сапаланса каять.

Большевиксем пĕтме патнех çитнĕ пулнă, вăрттăн пытанса ĕçлеме, ют çĕре тарма хатĕрленнĕ. Партин вăрттăн Мускав комитетне палăртнă, ертӳлĕх учрежденисене Вологдăна эвакуацилеме пуçлаççĕ. Шанчăксăр лозунга йыхравланă: «Пурĕ те Деникинпа кĕрешме!» РКХВ çарĕсене хирĕç тăма Кăнтăр фрончĕн пур хăватне тата Кăнтăр-Тухăç фрончĕн хăш вăйĕсене куçарнă.

Анчах та 1919 çулхи юпа уйăх варринчен Кăнтăрти шуррисен çарĕсем начар тапхăра куçаççĕ. Украинăри тылĕсене махно текĕрчисем тустараççĕ, вĕсене чарма фронтран çар пайĕсене илеççĕ, большевиксем поляксемпе, петлюрăсемпе вăхăтлăха вăрçă чарса, Деникина хирĕç яраççĕ. Орёл-Курск тĕлĕнче тăшманран чылайрах тата вăйлăрах çар пухса (62 пин штыкпа хĕç хĕрлисен, 22 пин — шуррисен) чӳкре Хĕрлĕ Çар хирĕç тапăну тапратать. Орёл хулинчен кăнтăралла пынă икьен ăнăçуллă хаяр çапăçусенче, юпан вĕçĕнче хĕрлисен Кăнтăр фрончĕ (çарпуçĕ В. Е. Егоров) Ирĕк кăмăл çарĕн пайĕсене аркатать, каярах фронтăн пĕтĕм йĕрĕпех хĕсме тытăнать. 1919—1920 çулсенчи хĕлле деникинсем Харькова, Кейӳне, Донбасса хăвараççĕ.

1920, çуркунне[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1920 çулхи нарăс, 4 Тухачевские Кавказ фрончĕн çарпуçĕ пулма хушаççĕ. Унăн тĕллевĕ — Деникинăн Ирĕк кăмăл çарне аркатса пĕтермелле те Çурçĕр Кавказа Польшăпа вăрçă тапраниччен çавăрса илмелле. Фронт тăрăхĕнче хĕрлисен йышĕ 50 пин штыкпа хĕç, шуррисен — 46 пин, пулнă. Хăй енĕпе, Деникин генерал та Ростовпа Новочеркасска туртса илес тесе тапăну хатĕрленĕ.[10]

Генерал барон П. Н. Врангель тата Пиллĕкĕмĕш авиаотряд вĕçевçисем

Нарăсăн пуçламăшĕнче Маныч çинче Думенко хĕрлĕ юланут корпусне çапса аркатнă пулнă, Çавăнпа та шуррисен Ирĕк кăмăл корпусĕ нарăс, 20 Ростовпа тата Нахичевань хулисене çĕнтерсе илет, вара çакă, Деникин каланипе, «Екатеринодарта та, Новороссийскре те ытла хĕрӳ шанчăк çуратать… Анчах та çурçĕрелле каяс ĕç сӳнсе ларать, мĕншĕн тесен тăшман Ирĕк кăмăл корпусĕн хыçне — Тихорецки патне — тухать». Ирĕк кăмăл корпусĕпе пĕр тапăрах хĕрлисен 10-мĕш çарăн Тапăну ушкăнĕ шурă гвардин тăнăçсăр саланса пыракан Кубань çарĕн яваплăх тăрăхĕнчи хӳтĕлев йĕрне çурать те çак хушăпа 1-мĕш Юланут çарĕ Тихорецки тĕлне ывтăнать. Ăна хирĕç Павлов генералăн юланут ушкăнне (2-мĕш тата 4-мĕш Тан корпусĕсем) кĕртеççĕ, нарăсăн 25-мĕшĕнче Егорлыцкая çумĕнчи хаяр çапăçура (15 пин хĕрлисем 10 пин шуррисене хирĕç) ăна аркатса пăрахаççĕ те Кубань Канашсен аллине куçать.

Пуш, 1 Ирĕк кăмăл корпусĕ Ростова хăварать, шурă çарсем Кубань çине каяççĕ.[11] Кубань çарĕн касак пайĕсем пĕтĕмлех сапаланса кайса ушкăнсемпех хĕрлисене парăнма е «симĕссисен» енне куçма тытăнаççĕ, шуррисен фрончĕ йăлтах арканать, Ирĕк кăмал çарĕ Новороссийска талпăнать, унтан 1920 çулхи пуш уйăхĕн 26-27 мĕшĕнче тинĕспе Крыма куçать.

Тихорецк операци ăнăçĕ хыççăн хĕрлисем Кубань-Новороссийск операцине пуçлаççĕ те пуш, 17 Кавказ фрончĕн 9--мĕш çарĕ (çарпуçĕ И. П. Уборевич) Екатеринодара çĕнтерсе илет, Кубане каçса пуш, 27 Новороссийска кĕреççĕ. «Çурçĕр-Кавказ стратеги тапăну операципе Раççей кăнтăрĕнчи шуррисен Хĕçпăшаллă ушкăнне пĕтĕмпех аркатса тăкаççĕ.» [12]

Раççей Аслă Тăрăмĕ адмирал А. В. Колчак пуçне хунă хыççăн, пур раççейри влаç А. И. Деникин генерала куçмалла пулнă. Анчах та генерал, шурă юхăмăн йывăр вăрçă-политика лару-тăруне чухласа, официаллă хăй çине тытăм ĕçне илмест. Деникин çарĕсем çухату тӳссен, шурă юхăм хушшинче оппозици кăмăл-туйăм çĕкленет, Деникин ака, 4 1920, К. Р. Х. В. Тĕп çарпуçĕ хĕсмет вырăнне П. Н. Врангель генерал барона парса хăварать те хăйĕн юлташĕпе, К. Р. Х. В. Тĕп çарпуç штаб пуçлăхе пулнă И. П. Романовский генералпа, пĕрле «Инди императорĕ» акăлчан йĕрлĕ карапĕпе Англие каять. Константинополе кĕрсе чарăнсан, Романовские Константинопольри вырăс элчелĕхĕ çуртĕнче М. А. Харузинпоручик (К. Р. Х. В. контрразведка ĕçтĕшĕ) персе пăрахать.

Юденич Петроград çине тапăнса пыни[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1919 çулĕн варриччен Финляндире большевиксене хирĕç çар пухнă. 1919 кăрлачĕнче Гельсингфорсра кадет Карташев ертсе пыракан «Вырăс политика комитетне» йĕркелеççĕ. Нефть усламçи Степан Георгиевич Лианозов комитетăн укçа-тенкĕ ĕçесене тытса пыраканĕ, фин банкĕсенче пулас çурçĕр-анăç тăрăмĕн валли 2 млн яхăн маркă илет. Çар-вăрçă ĕçĕсене йĕркелекенĕ Николай Юденич пулать, вăл большевиксене хирĕç хăй ирĕклĕ Балти патшалăхĕсен тата Финлянди никĕсĕпе, акăлчансен укçа-тенкĕ-çар пулăшăвĕпе пĕрлĕ Çурçĕр-анăç фронта туса ярасшăн тăрăшать.

Эстони, Латви тата Литва ертӳлĕхĕсем, 1919 çул пуçламăш тĕлне пысăках мар территорисене кăна йышăннăскерсем, хăйсен çарĕсене çĕнетсе улăштарнă та вырăспа герман çар ушкăнĕсемпе пĕрле хастар тапăнăва кĕреççĕ. 1919 ç. тăршшипе большевиксен Балтиçумĕнчи влаçне пĕтерсе хунă.

А. В. Колчак 1919 çĕртме, 10 Юденича Çурçĕр-Анăç фронтĕнче боольшевиксене хирĕç çапăçакан раççейĕн пур типçĕр тата тинĕс çар вăйĕсен çарпуçĕ туса хурать. 1919 çулхи çурла, 11 Таллинра Çурçĕр-Анăç облаçĕн Ертӳлĕхне (Министрсен Канашĕн ертӳçи, ют çĕр тата финансă министрĕ — Степан Лианозов, вăрçă министрĕ — Николай Юденич, тинĕс министрĕ — Владимир Пилкин и др.) йĕркелеççĕ. Çак кунах Çурçĕр-Анăç облаçĕн Ертӳлĕхĕ акăлчансем çакăншăн çар валли хĕçпăшалпа вăрçа хатĕрĕ паратпăр тесе хистенипе, Эстонин пăхăнманлăхне йышăнать тата малашне Финляндипе калаçусене тăсать. Анчах та, Колчакăн пĕтĕмраççей ертӳлĕхĕ финсемпе балтсен сепаратлă хытарса ыйтнипе килĕшмест. К. Г. Э. Маннергейм ыйтнине (Финлянди çумне Печенек кӳлмекĕн çĕрĕсемпе анăç Карелине хушма хытарса ыйтни) Юденич пурĕпе тенĕ пекех килĕшӳллĕ пулнă пулсан, Колчак хирĕç пулнă, Парисри раççей элчи С. Д. Сазонов çапла евитленĕ: «балтиçум кĕпернисем хăй тĕллĕ патшалăх пулма пултараймаççĕ. Çаплах Финлянди шăпине те Раççей хутшăнмасăр çирĕплетме юрамасть…»[13].

Çурçĕр-Анăç облаçĕн Ертӳлĕхне йĕркелесен, вăл Эстони пăхăнманлăхне йышăннă хыççăн, Аслă Британи оказала финансовую помощь Çурçĕр-Анăç çарне 1 млн тенкĕ, 150 пин фунт стерлинг, 1 млн франк укçа парса пулăшнă; унсăр пуçне, кăштах хĕçпашал тата вăрçă хатĕрĕсене пырса панă. Авăн, 1919 британи пулăшăвĕпе Юденичăн хĕçпăшалпа вăрçа хатĕрĕ пурĕпе 10 пин винтовкăна, 20 кĕпçене, темиçе бронеавтомобиле, 39 пин снаряда, темиçе миллион патрона çитет.

Н. Н. Юденич икĕ хут Петрограда (çуркунне тата кĕркунне) илесшĕн çапăçнă, çапах та ĕçе ăнăçла пулман.

Çурçĕр корпусĕн (Çурçĕр-Анăç çарĕ — утă, 1) Петроград çине çурхи тапăнăвĕ (5,5 пин штыкпа хĕç шуррисен 20 пин хĕрлисен) 1919 çулхи çу, 13 пуçланать. Шуррисем Нарвă патĕнчи фронта çурса Ямбург тавра кайнипе хĕрлисен чакма тивет. Çу, 15 вĕсем Гдова илеççĕ. Çу, 17 Ямбург парăнать, çу, 25 — Псков. Çĕртме тĕлне шуррисем Луга тата Гатчина патне каймалли çĕре çитеççĕ, Петрограда хăрушлăх хăмсарать. Анчах та хĕрлисем Петроград умне хăйсен резервне куçараççĕ, Çурçĕр-Анăç çарне хирĕç тăракан хăйсен çар ушкăнĕн йышне 40 пин штыкпа хĕçе çитереççĕ те утă варринче хирĕç тапăнăва тухаççĕ. Йывăр çапăçусенче вĕсем Çурçĕр-Анăç çарĕн сахал шутлă текĕрчисене Луга шывĕ тепĕр енне хăваласа яраççĕ, çурла, 28 Пскова тавăраççĕ.

Çурçĕр корпусĕн Петроград çине кĕрхи тапăнăвĕ (20 пин штыкпа хĕç шуррисен 40 пин хĕрлисен) 1919 çулхи юпа, 12 пуçланать. Шуррă çар хĕрлисен фронтне Ямбург патĕнче çурать те юпа, 16 Лугапа Гатчинăна илет, юпа, 20 — Паптша салине, Петроград çумне тухать. Шуррисен алне Пулкă сăрчĕсем лекеççĕ, чи сулахай флангĕпе Лигово вырăнĕ патне çитеççĕ, малти шыравçисем Ижор завочĕ çумĕнче çапăçăва тытăçаççĕ.

Анчах та хăйсен вăйĕпе вăрçă хатĕрĕ çителĕксĕрлĕхĕ, эстунсен сутăнлăхĕ (хĕрлисене фронт уçнипе) — вĕсем Юденичран вăрттăн большевиксемпе хăйсен пăхăнмалăхĕ пирки калаçусем тытса пынă — хулана турса илме май памасть. Петроград патĕнчи вунă кунлă хаяр тан мар (хĕрлисен йышĕ 60 пине çитет) çапăçусем хыççăн Çурçĕр-Анăç çарĕ 1919 çулхи чӳк, 1 тĕлнелле тапăçуллă çапăçса Эстони территорине таврăнать. РСФСР тата Эстони Тарту лăпкă килĕшĕвне хатĕрлесе ал пуснă хыççăн Юденичăн Çурçĕр-Анăç Çарĕн 15 пин салтакĕпе офицерне, килĕши тăрăх хĕçпăшалсăрлатнă, кайран вĕсенчен 5 пинне — ярса тытса лагерьсене ăсатнă[14].

Шурă юхăмăн «Пĕрлĕ тата пайланусăр Раççей» лозунгĕне пула — сепаратлă режимсене йышăнманни — Юденича Эстонире çеç мар, Финляндире те пулăшу-ăнлану пăчланать, финсем вара Çурçĕр-Анăç çарне Петроград умĕнчи çапăçусенче пачах пулăшу паман. Маннергейм ертӳлĕхĕ 1919 çулта салансан Финлянди большевиксемпе виçеллĕ хутшăнусем тума тапратать, президент Стольберг хăйĕн çĕршывĕнче вырăс шурă çарĕн пайĕсене йĕркелеме чараса хурать, çак вара вырăс тата финн çарĕсен Петроград çине пĕрлĕ тапăнас ĕмĕте тĕппипех пĕтерет. Çак пулăмсемпе пĕрле Совет Раççейĕ çĕнĕ пăхăнман патшалăхсемпе хутшунусене виçене кĕртни юнашар утăмлă пырать.

Çурçĕрти кĕрешӳ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ӳкерчĕк:GeneralMiller.jpg
Генерал Миллер

1918 çулхи çурла, 2 каçĕнче 2-мĕш рангри капитан Чаплин ушкăнĕ (500 яхăн çын) Архангельскри совет влаçне пĕтерсе хурать. Хыççăнах Архангельска 2-пинлĕ акăлчан десанчĕ кĕрет. Çурçĕр облаçĕн Аслă тытăмĕн пайташĕсем Чаплина «Çурçĕр облаç Аслă тытăмĕн пур тинĕс тата типçĕр хĕçпăшаллă вăйĕсен çарпуçĕ» пулма лартаççĕ. Хĕçпăшаллă вăйĕсем шутне çав чух 5 рота, эскадрон тата артиллери батарейи кĕнĕ. Çар пайĕсене ирĕк кăмăлпа çырăннă. Вырăнти çĕр ĕçлекенсем варри майлă тăнă пирки мобилизаци çине шанма сăлтав пулман. Мурман енче те çар пуçтарас ĕçлĕх ăнăçу кӳмен.

Çурçĕрте шурă çара йĕркелесси йывăр лару-тăрура пынă, кунта политика ертӳçисем сулахай (эсер-меньшевик) элеменчĕсенчен тăнă (ертӳлĕхре пакун кĕртессине хаяр хирĕç пулнă).

Чӳкĕн варринелле генерал-майор Н. И. Звягинцев (Мурман районĕнчи çарсен çарпуçĕ) икĕ рота кăна пуçтарма пултарать. 1918 ç. чӳк уйăхĕнче Звегинцева Нагорнов полковник улăштарать. Çак вăхăта Çурçĕр енĕнче, Мурманск патĕнче, фронтран таврăннă вырăнти офицерсен партизан текĕрчисем çапăçнă.

Ку офицерсем вырăнти çĕр ĕçтĕш çемйисенчен тухнă пулнă, тĕслĕхрен, прапорщиксем А. тата П. Бурковсем, вĕсен йышĕ Çурçĕр облаçĕнче темиçе çĕр çына çитнĕ. Чылайăшĕ большевиксене хирĕç тăнă, юнлă кĕрешӳ хаяр пынă. Унсăр пуçне, Карелире, Финлянди территорийĕ енчен, Олонец ирĕк кăмăл çарĕ çапăçнă.

Генерал-майор В. В. Марушевские вăхăтлăха Архангельскпа Мурманск çарсен ертӳç ĕç вырăнне лартаççĕ. Çар офицерĕсене регистрациленĕ хыççăн икĕ пине яхăн çын пулнине палăртнă. Холмогорта, Шенкурскра тата Онегăра вырăс ирĕк кăмăл текĕрçисем Франци ют çĕр легионĕ ретне тăраççĕ. Çапла вара, 1919 çулхи кăрлач тĕлне шурă çарта 9 пине яхăн штыкпа хĕç пулнă. 1918 çулхи чӳк уйăхĕнче большевиксене хирĕç Çурçĕр облаçĕн ертӳлĕхĕ генерал Миллера Çурçĕр облаçĕн генерал-губернатор ĕç вырăнне йышăма сĕнет, Марушевские облаçĕн шурă çарĕсен çарпуçĕнче хăварнă. 1919 çулхи кăрлач, 1 Миллер Архангельска пырать, ăна ертӳлĕхĕн ют çĕр ĕçĕсен пуçлăх ĕç вырăнне лартаççĕ, карлач, 15 Çурçĕр облаçĕн генерал-кĕпернеттĕрĕ пулса тăрать. 1919 çулхи çу уйăхĕнчен пуçласа, çав хушăрах, Çурçĕр облаç çарĕсен — Çурçĕр çарĕн — тĕп çарпуçĕ, çĕртмерен — Çурçĕр фрончĕн тĕп çарпуçĕ пулса тăрать. 1919 çулти авăн уйăхĕнче Çурçĕр енĕн Тĕп пуçлăх ĕç вырăнне йышăнать.

Çар йышĕ хăвăрт ӳснĕ, офицер шучĕ сахал пулнă. 1919, çулла, çарти 25 пин çын çине 600 офицер кăна шутланнă. Офицерсем çитменнипе çара тыкăна лекнĕ хĕрлисене илнĕ (вĕсен шучĕ шуррисен çур йыщне çитнĕ). Офицерсене хатĕрлеме британи тата вырăс çар шкулĕсене йĕркеленĕ. Славян-Британи авиаци корпусне, Пăрлă океан флотилине, Шурă тинĕс истребитель дивизионне, юханшыв флотилисене (Çурçĕр-Двина тата Печора) туса хураççĕ. Çаплах «Адмирал Колчак» тата «Адмирал Непенин» бронепуйăссене тăваççĕ. Çапах та Çурçĕр облаçĕнче пуçтарнă çар çапăçури çирĕплĕхĕ начар пулнă. Çапăçакансем тарни те, пуçлăхсене итлеменни те, тамăрсен офицерĕсемпе салтакĕсене вĕлерни те пулкаланă. Нумай çын çартан тарма тытăнать, пăлхавсем çĕкленеççĕ : «З пин пехота салтакĕсем (5-мĕш Çурçĕр стрелок полкĕнчи) тата 1 пин урăх тĕслĕ çар çыннисем тăватă 75-мм кĕпçепе большевиксем енне куçаççĕ». Миллер британи çар контингенчĕ пулăшасса шаннă, вĕсем ун чух Хĕрлĕ çар пайĕсемпе вăрçнă. Раççейĕн çурçĕрти тамăр çарсен çарпуçĕ Çурçĕр облаç çарĕсем шанчăкран тухнă пирки хăйĕн докладĕнче пĕлтерет:"Вырăс çарĕсенчи лару-тăру питĕ хавшак, вырăс наци çарне вăйлатас ĕç ăнăçлă пулас çук. Çавăнпа та, британи вăйĕсен йышне ӳстерес шухăш çук пулсан, пирĕн кунтан халех васкасах тухса каймалла".

1919 çул вĕçĕнче Аслă Британи Раççейри большевиксене хирĕç ертӳлĕхсене пулăшу пама пăрахать, авăнра тамăрсем Архангельска хăвараççĕ. У. Э. Айронсайд (Тамăр çарсен тĕп çарпуçĕ) Миллера Çурçĕр çарне эвакуацилеме сĕнет. Миллер килĕшмест, «…вăрçă лару-тăруне пула… Архангельск районне юлашкичченех тытса тăма шутлать…».

Акăлчансем тухса кайсан Миллер большевиксене хирĕç кĕрешме пăрахмасть. Çара хăват кӳме 1919 çулхи çурла, 25 Çурçĕр облаçĕн Вăхăтлă Ертӳлĕхĕ тепĕр мобилизаци ирттернĕ, 1920 ç. нарăс тĕлне Çурçĕр облаçĕнче хĕсметре 1492 офицер, 39 822 ретри тата 13 456 ретри мар кĕçĕн чин — пурĕпе шутласан 54,7 пин çын тăнă, 161 кĕпçе тата 1,6 пин пулемёт пулнă, халăх полкĕсенче — тепĕр 10 пин çын хутшăннă. 1919 çулхи кĕркунне шуррисен Çурçĕр çарĕ Çурçĕр фронт тата Коми енче тапăну пуçлать. Кĕске вăхăтрах шуррисем анлă çĕре ярса илеççĕ. Колчак тухăçалла чаксан çĕпĕр çарĕсене Миллер çарпуçне параççĕ. 1919 раштавра штабс-ротмистр Червинский хĕрлисем çине Нарыкары яле патĕнче тапăнать. Раштавăн 29-мĕшĕнче телеграфпа 10-мĕш Печора полкĕн штабĕ вырнаçнă Ижмăна тата Архангельска вăл çапла пĕлтерет:

«Раштавăн 21-мĕшĕнче березов гарнизонĕн разведки утлă пулемет чаçĕсен пулашăвĕпе Березовран 288 çухрăмри Нарыкары ялне çитет. Ялта большевиксемпе çапăçу хĕрсе каять, хĕрлисене ялран тапса кăлараççĕ … хĕрлисем туртса илнĕ япалисене хуçисене тавăрса панă. Эпир те, çĕпĕрсем те çапăçава кĕресшĕн çунаççĕ».

Ӳкерчĕк:North1.jpg
Генерал Миллерĕн Çурçĕр çарĕпе халăхĕ Норвегие эвакуацине кайни.
«Козьма Минин» пăр касакан Шурă тинĕс кӳлмекĕнче. 1920 ç.

Раштавра хĕрлисем хирĕçтапăну пуçлаççĕ те 1920 çулхи нарăс, 24-25 Çурçĕр çарĕн чылайăшĕ хĕçпăшал пăрахать. 1920 çулхи нарăс, 19 Миллер эмиграцие тухать. Генерал Миллерпа пĕрле Раççее 800 ытла çар çынĕпе таракан граждан çынĕ, «Козьма Минин» пăр çĕмĕрекен пăрахут, пăр çĕмĕрекен «Канада», «Ярославна» яхта çинче ют çĕре тухса каять. Пăрлă уйсем витĕр, Хĕрлĕ флочĕн артиллериллĕ карапĕсем хăваланă пулин те, шурă моряксен текĕрчи Норвегие нарăс, 26 çитет. Комири юлашки çапăçусем 1920 çулхи пуш уйăхĕн 6-9-мĕшĕсенче пулса иртнĕ. Шуррисен текĕрчи Усть-Щугорти Печера Троици патĕнчен чакса каять. Урал патĕнчен çитнĕ хĕрлисен пайĕсем пушăн 9-мĕшĕнче Шульгин капитанăн офицер ушкăнĕ тытса тăнă Усть-Щугора хупăрласа хураççĕ. Гарнизон хĕçпăшала хурать. Офицерсене конвойпа Чердыне ăсатаççĕ. Çул çинче офицерсене конвоирсем персе пăрахаççĕ. Çурçĕр çарĕ лайăх хĕçпăшалланнă, халăх ăна кăмăлланă пулсан та, Раççейĕн çурçĕрĕнчи шурă çар хĕрлисен чышшисем хыççăн саланса каять. Вăрçă ĕçне пĕлекен офицер сахал пулнипе, малтан Хĕрлĕ Çарта пулнă, вăхăтлă ертӳлĕхшĕн çурçĕр облаçĕнче çапăçма кăмăлламан салтакĕ йышлă пулни пе çак çарăн кĕрешĕвĕ ăнăçсăр пулать.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ Из истории гражданской войны в СССР. Сборник документов и материалов. М., 1961, т. 2, с. 12.
  2. ^ Деникин А. И. ОЧЕРКИ РУССКОЙ СМУТЫ. — М.: Айрис-пресс, 2006.- Т. 4, 5 — ISBN 5-8112-1892-3, стр.564
  3. ^ Оборона страны и состояние рабоче-крестьянской Красной армии (Доклад на IV Всесоюзном Съезде Советов)
  4. ^ 1 тата 2 Деникин А. И. ОЧЕРКИ РУССКОЙ СМУТЫ. — М.: Айрис-пресс, 2006.- Т. 4, 5 — ISBN 5-8112-1892-3, стр.567
  5. ^ Черчиль В. Мировой кризис. М.; Л.: Государственное военное издательство, 1932. — 328 с.
  6. ^ Из отчётов о заседаниях английского парламента 8 и 17 ноября (н. ст.) Деникин А. И. ОЧЕРКИ РУССКОЙ СМУТЫ. — М.: Айрис-пресс, 2006.- Т. 4, 5 — ISBN 5-8112-1892-3, стр.569
  7. ^ Стариков Н. В. 1917. Кто убил Россию. — М.: Яуза, Эксмо, 2007. — 448 с ISBN 978-5-699-24355-6, стр.325
  8. ^ Деникин А. И. ОЧЕРКИ РУССКОЙ СМУТЫ. — М.: Айрис-пресс, 2006.- Т. 4, 5 — ISBN 5-8112-1892-3, стр.569
  9. ^ О ЧЕХОСЛОВАЦКИХ ЛЕГИОНЕРАХ В СИБИРИ
  10. ^ Гражданская война в СССР, т. 2, с. 204
  11. ^ Деникин А. И. Поход на Москву («Очерки русской смуты»). — М.: Воениздат, 1989, с.218
  12. ^ Гражданская война в СССР, т. 2, с.210
  13. ^ Цветков В. Ж. Николай Николаевич Юденич 2007 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнче архивланӑ. Вопросы истории. 2002. № 9. С.37-59
  14. ^ А. Куприн. Купол Св. Исаакия Далматского