Раççей Федерацин республикисем

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
ПолитикаПортал:Политика
Раççей

Çак статья —
Политика тата правительство
Раççейĕн сери пайĕ

Патшалăх тытăмĕ


Раççей Конституцийĕ


Раççей Президенчĕ



Правительство


Федераци Пухăвĕ


Раççей Федерацин суд системи



Федераци тытăмлăхĕ


Политика системи



Урăх çĕршывсем •  Портал Политика

Раççей Федерацийĕ 83 субъектран тытăнса тăрать, вĕсенчен 21 республика шутланать:

Конституци статусĕпе[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ethnicity of chieves of republics of Russia

Раççейри республикăсем урăх субъекчĕсенчен хăйсем наци-патшалăх йĕркеленĕсем (ытти субъектсем — территориллĕ-патшалăх йĕркеленĕвĕсем çеç) пулнипе уйрăлса тăраççĕ.

Конституцин 5-мĕш статьйинче республикăсене патшалăхсем тесе палăртнă. Анчах та пурнăç ĕç-хĕлĕнче вĕсем патшалăх суверенитетне тытса пыниине пĕлтермест. Çапах та, федерацири ытти субъекчĕсемпе танлаштарса пăхсан, вĕсен кашнин конституцийĕ пур, вĕсем хăйсен патшалăх чĕлхисене йышăнма ирĕк пур. Урăх субъектсен çакăн пек права çук (Раççей Федерацин конституцин 68-мĕш статьйи).

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Совет тапхăрĕнче хальхи чылай республика совет социаллă автономи республики статусĕнче пулнă, хăшĕ-пĕри автономи облаçĕ шутланнă. АССР шайĕнчен республика статусне хăпарни союзлă республикăсен «суверенитетсен парачĕпе» пĕрле пынă.

Раççей Федерацийĕ йышне кĕрекен субъектсен ят-йышĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1. Адыгей
2. Алтай Республики
3. Пушкăртстан
4. Буряти
5. Дагестан
6. Ингушети
7. Кабарда-Балкари

8. Калмыки
9. Карачаево-Черкеси
10. Карели
11. Коми Республики
12. Мари Эл
13. Мордови
14. Саха (Якути)

15. Çурçĕр Осети-Алани
16. Тутарстан
17. Тува
18. Удмурти
19. Хакаси
20. Чечен Республики
21. Чăваш Ен

Республика Континент Титул халăхĕ1 Республикăри халăх йышĕн титул нацийĕн пайĕ (2002) Титул нацийĕ: Чĕлхе ушкăнĕ Титул нацийĕ: тĕп тĕн Республикăри халăх йышĕн вырăссен пайĕ (2002) Халăх йышĕ (2002)4
Адыгей (выр. Адыгея, адыг. Адыгэ) Европа Адыгсем 24.2% Кавказ Суннитсем 64.5% 447,000
Алтай (выр. Алтай) Ази алтайсем 33.5% тĕрĕк Буддаизм, Ламаизм, Шаманизм 57.4% 203,000
Пушкăртстан (выр. Башкортостан, Башҡортостан) Европа пушкăртсем 29.8% тĕрĕк суннитсем 36.3% 4,104,000
Буряти (выр. Бурятия, Буряад) Ази Бурятсем 28.1% монгол Тибет Будда тĕнĕ ("Ламаизм") 67.8% 981,000
Чечен республики (выр. Чеченская Республика, Нохчийчоь) Европа Чеченсем2 93.5% кавказ Суннитсем 3.7% 1,104,000
Чăваш Ен (выр. Чувашская Республика, чăв. Чăваш Республики) Европа чăвашсем 67.7% тĕрĕк Православи 26.5% 1,314,000
Дагестан (выр. Дагестан) Европа 10 халăх3 86.6% Кавказ, тĕрĕк5 Суннитсем 4.7% 2,577,000
Ингушети Республики (выр. Ингушетия, ГӀалгӀай Мохк) Европа Ингушсем2 77.3% Кавказ Sunni Islam 1.2% 467,000
Кабарда-Балкари (выр. Кабардино-Балкарская Республика, Къэбэрдей-Балъкъэр, Къабарты-Малкъар) Европа Кабардасем, Балкарсем 67% (Кабардасем 55.3%, Балкарсем 11.6%) Кавказ,тĕрĕк Суннитсем, Православи6 25.1% 901,000
Калмыки (выр. Калмыкия, Хальмг Таңһч) Европа калмыксем 53.3% монгол Тибет Будда тĕнĕ ("Ламаизм") 33.6% 292,000
Карачай-Черкеси (выр. Карачаево-Черкесская Республика) Европа карачайсем, черкессемs 50% (Karachai 38.5%, Cherkess 11.3%) Кавказ,тĕрĕк суннитсем 33.6% 439,000
Карели Республики (выр. Карелия, Karjala) Европа Карелсем 9.2% Финн-укăр Православи 76.6% 716,000
Хакаси Республики (выр. Хакасия) Ази Хакассем 12.0% Кавказ,тĕрĕк Православи 80.3% 546,000
Коми (выр. Коми) Европа комисем 25.2% Финн-укăр Russian Orthodoxy 59.6% 1,019,000
Мари Эл (выр. Марий Эл) Европа Çармăссем 42.9% Финн-укăр Православи 47.5% 728,000
Мордови (выр. Мордовия) Европа ирçĕсемпе мăкшăсем 31.9% Финн-укăр Russian Orthodoxy 60.8% 889,000
Çурçĕр Осети-Алани (выр. Северная Осетия-Алания, Цӕгат Ирыстоны Аланийы) Европа осетинсем 62.7% иран Православи, суннитсем 23.2% 710,000
Саха (Якути) (выр. Саха (Якутия)) Ази сахасем 45.5% тĕрĕк Православи, шаман тĕнĕ 41.2% 949,000
Тутарстан (выр. Татарстан) Европа тутарсем 52.9% тĕрĕк суннитсем 39.5% 3,779,000
Тува республики (выр. Тыва) Ази тувасем 77.0% тĕрĕк Тибет Будда тĕнĕ ("Ламаизм"), Шаман тĕнĕ 20.1% 306,000
Удмурти (выр. Удмуртская Республика, Удмурт Элькун) Европа удмуртсем 29.3% Финн-укăр Православи 60.1% 1,570,000
ăнлантаркăчсем:
  1. Кабарда-Балкари, Карачай-Черкесипе Дагестан Республикисен пĕрререн ытла титул нацийĕ.
  2. Малтанхи Чечен-Ингуш ССРĕн икĕ титул наци пулнă. 1991 çулта икĕ республикăна уйăрнă.
  3. Дагестан титул халăхĕсем: агулсем, аварсем, даргинсем, кумыксем, лаксем, лезгинсем, ногайсем, рутулсем, табасарансем, цахурсем.
  4. All population numbers in this table are to three significant figures.
  5. балкарсем, карачайсем, кумыксем тата ногайсем тĕрĕк халăхсем; агулсем, аварсем, черкессем, даргинсем, лаксем, лезгинсем, рутулсем, табасарансем тата цахурсем - кавказ халăхсем.
  6. кабардасемпе балкарсен чылайăшĕ мăсăльмансем, çапах хăш балкарсем православиллĕ.|}

Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет | кодне тӳрлет]