Ревва, Александр Владимирович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Александр Ревва
Александр Владимирович Ревва
Фото
Çуралнă чухнехи ят: Александр Владимирович Ревва
Çуралнă вăхăт: 1974, авăнăн 9-мĕшĕ
Çуралнă вырăн: Донецк, Украина ССР, СССР
Гражданлăх: СССР Украина, РФ
Професси: XX - XXI ĕмĕрсенчи Раççей актёрĕ, телеертӳç

Алекса́ндр «А» Влади́мирович Ре́вва (авăн, 10, 1974[1], Донецк) — раççей камит актёрĕ, ХТК актёрĕ. «Comedy Club» экс-резиденчĕ. Шоумен, киноактёр, юрăç.

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Александр Владимирович Ревва 1974 çулхи авăнăн 10-мĕшĕнче Донецк хулинче çуралнă . Вăл хăй «Пока все дома» кăларăмра каланипе, Ревва хушамата улăштарса тунă. Унăн тăхăмĕсем Эстонире пурăннă, хушамачĕ Эрва пулнă, кайран Украинăна куçса кайнă, вара унта Ревва хушамата йышăннă. Промăçлăх автоматики техникумĕнче пĕлӳ илнĕ те Донецкри патшалăх управлени университечĕн менеджмент факультетĕнче вĕреннĕ. Шахтăра электрослесарь вырăнĕнче тăрăшнă.

1995 çултанпа — Донецкри «ДонПАУ» ХТК командинче[2], с 2000 года — участник команды КВН «Утомлённые солнцем».

2006-2013 çулсенче — мускаври «Comedy Club» резиденчĕ[3]. «Comedy Club» проектра Тимур Батрутдиновпа, Гарик Мартиросянпа, Андрей Рожковпа тата Гарик «Бульдог» Харламовпа пĕрле хăтланать. Çаплах пĕччен те ĕçлет.

Андрей Рожковпа пĕрле НТВ каналĕнче «Ты смешной!» программăна Артур Пирожков суя ятпа ертсе пынă.

2010 çулхи раштавăн 25-мĕшĕнче Дмитрий Орлинский рестораторпа пĕрле — «Spaghetteria»проектра ĕçленĕ[4].

2013 çулхи пушăн 3-мĕшĕ - çăвăн 26-мĕшĕнче Пĕрремĕш каналăн «Один в один» программинче жири пайташĕ пулнă[5].

2013 çулхи чӳкĕн 3-мĕшĕ —2014 çулхи кăрлачăн 26-мĕшĕнче Пĕрремĕш каналра «Повтори!» шоу ертсе пынă.

Халĕ "Колобанга" анимаци сериалĕн продюсерĕ, Орск (Ăренпур облаçĕ) хулинче ĕçлет. Сериала 2014 çулăн вĕçĕнче СТС каналĕнче кăларма палăртнă.

Фильмографи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Дубляж актёрĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Клипсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • 2010 — «Пэрэдайз»
  • 2010 — «Революция» (совместно с группой Quest Pistols)
  • 2011 — «Плачь, детка»
  • 2012 — «Я не умею танцевать»
  • 2012 — «Красивая песня»
  • 2013 — «Я — Звезда»
  • 2014 — «Luna» (Feat. Вера Брежнева)

Паллă персонажсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Мамак (юмăç, Александра Кузьминична Ревва).
  • Артур Пирожков — чăн-чăн мачо
  • Алексей Новацкий — маг-шарлатан
  • Александр Свистоплясов — культурист
  • Михаил Владленович Стасов — юрăç
  • Властелин Кольцов — маг-экстрасенс, «Хэ çынсем» программа.
  • Всеволод Колесников — телеведущий канала ТВ3/4
  • Супер Стас — аэробика спорчĕн ăсти,

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ Биография на официальном сайте А. Реввы. çăлкуçран архивланă 3 Раштав уйӑхӗн 2012.
  2. ^ Мама Александра Реввы: Деньги и «Комеди Клаб» испортили моего сына!. çăлкуçран архивланă 3 Раштав уйӑхӗн 2012.
  3. ^ Артем Гусятинский. РЕВВАлюционный (выр.). Комсомольская правда (2013-08-07). Тĕрĕсленĕ 18 Ҫурла уйӑхӗн 2013.
  4. ^ Анна Тюрина. «Спагеттерия»: детище Александра Реввы, Ваш досуг (2011-01-19). Тĕрĕсленĕ 11 Ҫӗртме уйӑхӗн 2013.
  5. ^ Один в один (Русский). çăлкуçран архивланă 18 Ака уйӑхӗн 2013. Тĕрĕсленĕ 7 Ака уйӑхӗн 2013.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]