Резюков Николай Андреевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Резюков Николай Андреевич, — Н.И.Ашмарин профессорăн вĕренекенĕ, ĕнтешĕ. 1898 çулхи раштав уйăхĕн 8 Тутарстанри Теччĕ районĕнчи Кăнна-Кушки ялĕнче çуралнă. 1969 çулхи юпа уйăхĕн 28 вилнĕ.

Пурнăçĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1925—1930 çулсенче Хусанти хĕвел тухăç халăхĕсен педагогика институчĕнче вĕреннĕ. Рабфакра (1930—1931) тата колхоз çамрăкĕсен шкулĕнче (1931—1932), Чăваш ял хуçалăх институчĕнче (1933—1936), Чăваш ăслăлăхпа тĕпчев институчĕнче (1939—1952), Канашри учительсен институчĕнче (1952—1956), Учительсен пĕлĕвне ӳстерекен институтра (1956) ĕçленĕ.

Н.И.Ашмаринăн 17 томлă словарĕн 16—17 томĕсене пичете хатĕрленĕ.

Ӗçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Очерки сравнительной грамматики русского и чувашского языков. Ч., 1954;
  • Сопоставительная грамматика русского и чувашского языков. Ч., 1959.

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]


Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.