Риони (юханшыв)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

}}

Риони
Шаблон:Lang-რიონი
Rioni river - Georgia (Europe).jpg
Пахалăх
Тăршшĕ 327 км
Бассейн  лаптăкĕ  13 400 км²
Шыв системи Хура тинĕс
Шыв тăкакĕ 405 м³/ç
Шыв юххи
Шыв пуçламăшĕ Мăн Кавказ
Шыв вăрри Поти
 • Координатсем Координатсем: 42°11′03″ с. ш. 41°38′10″ в. д. / 42.184167° с. ш. 41.636111° в. д. (G)42°11′03″ с. ш. 41°38′10″ в. д. / 42.184167° с. ш. 41.636111° в. д. (G)
Вырнаçу
Патшалăх Flag of Georgia.svg Грузи
Грузи
 [[Шаблон:ПозКартти Грузи
Позици картти]] халлĕхе çук.

Рио́ни (груз. რიონი) — Кавказ лешьенĕн пысăк юханшывĕсенчен пĕри. Аваллăхра Фазис ятпа палăрнă.

Тавралăхĕ çинчен[тӳрлет]

Грузире юхать. Тăсăлăвĕ — 327 çм, шыв-çĕр лаптăкĕ — 13,4 тыс. км². Мăн Кавказ айăккисенче пуçланать; Кутаисирен анатарах Колхида айлăмĕпе юхать. Хура тинĕсе Поти патĕнче юхса кĕрет. Вăтамран 405 м3/ç турттарать. Они патĕнче шывпа кимĕ-караппа çӳреме пулать. Уй-хире шăварса усă кураççĕ. ГЭС-Риони каскадĕ (Гумат, Варцих, Ладжанур тата Риони ГЭС-ĕ) электро-хăват парать. Самтредиа хулинчен анатарах карапсем çӳреççĕ. Тури Риони юхăмĕнче Çар-Осетин çулĕ выртать.

Истори хыпарĕсем[тӳрлет]

Авалхи грексем юханшыва Фазис (е Фасис; грек Φάσις) тенĕ, çак палăртупа ăна пĕрмĕш Гесиод хăйĕн «Теогонии»[1] çырăвĕнче асăнать. Каярах Аполлоний Родосский [2], Вергилий [3] тата Элий Аристид [4] юханшыва тинĕс çулçӳревĕнче (навигацинче) чи тухăçри тесе пĕлтернĕ. Платонăн «Федонĕнче» Сократ хăйĕн пĕр калаçăвĕнче çак юханшыва ойкуменăн чикки тесе палăртать:

— Малалла каласан, эпĕ Çĕр çав тери мăннине курса ĕнентĕм, эпир вара, Фасисран Геракл Столпĕсем таран унăн пĕчĕк пайне кăна йышăнатпăр; эпир хамăр тинĕсĕм тавра, кăткă тĕмески çумĕнче е шапа шурлăххинче пекех хĕсĕнсе пурăнатпăр, çавăн пекех ытти халăхсем кунти пекех чылай çĕрсенче пурнăç йĕрне тытса пыраççĕ[5].

Асăрхавсем[тӳрлет]

  1. ^ Гесиод. Теогония. — l.340
  2. ^ Аполлоний Родосский. Аргонавтика. — 2.12.61
  3. ^ Публий Вергилий Марон. Георгики. — 4.367
  4. ^ Публий Элий Аристид. Ad Romam. — 82
  5. ^ Платон. «Федон».

Каçăсем[тӳрлет]