Роми Шнайдер

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
{{{ят}}}
Гражданлăх:

Франци Роми Шнайдер

Професси:

артист

IMDb:

ID 0002769

Роми Шнайдер, 1971.

Розмари Шнайдер Альбах-Ретти, ытларах Роми Шнайдер (ним. Rosemarie Magdalena Albach-Retty, Romy Schneider ятпа паллă; авăн, 23 1938, Вена (хула)çу, 29 1982, Парис) — австри киноартисчĕ, австри тата франци синематографи çăлтăрĕ.

Кун-çулĕ[тӳрлет]

Роми Шнайдер 1938 çулхи авăн, 23 Венăра, австри киноçăлтăрĕ Магда Шнайдерпа австри артисчĕ Вольфа Альбаха-Ретти çемйинче çуралать. Розмари пĕртен-пĕр ача пулнă. Роми тăватă çул тултарсан, ашшĕпе амăшĕ уйрăлаççĕ, хĕрачана интерната вырнаçтараççĕ, унта вăл лайăх пĕлӳ пухать. Пĕрремĕш хут кинора 1953 çулта, « Каллех шурă сирень чечеке ларсан» фильмра вылять. Кайран Австрипе Германире вылянтаракан фильмсене хутшăнать. XX ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче Италин, Аслă Британин, Францин, АПШ-н паллă кинорежиссёрĕсен фильмĕсене хутшăнать.

Роми Шнайдер 1959 çулта Ален Делонпа пĕрле «Кристина» фильмра вылять. Фильм ӳнер ĕçĕсем иртсен Роми Шнайдерпа Ален Делон йеркĕнсем пулса юлаççĕ, анчах та 1963 çулта Делон Ромине пăрахса хăварать. Уйрăлăва чĕре çумне илсе, Роми çут тĕнчерен уйрăлса каясшăн пулнă.

Роми Шнайдер нимĕç артисчĕ тата режиссёрне Гарри Мейена качча тухать те 1967 çулта Тавит ывăла çуратать. 1975 çулта вĕсем уйрăлаççĕ, 1979 çулта Гарри Мейен хăй çине ал хурса пурнăçран уйрăлать.

Ромин иккĕмĕш упăшки хăйен секретарĕ, Даниэль Бьязини, пулать. Вĕсен хĕрĕ — Бьязини Сара — çитĕнсен киноартист пулса тăрать.

1981 çулхи утă, 5 Роми Шнайдерăн ывăлĕ — Тавит — сарăмсăр вилет. Роми депрессие кĕрсе эрех кĕленчи тĕпне пăхма тытăнать. Çавах та вăл «Малтанхи тĕпчев ĕçĕнче» тата «Сан-Сусири иртсе пыракан» фильмсенче ĕçлет.

1982 çулхи çăвăн 29-мĕшĕнче, «Сан-Сусири иртсе пыракан» çĕнĕ фильмĕн пĕрремĕш кăтартăвĕччен, Роми Шнайдер хăйĕн парис хваттерĕнче вилет. Официаллă версипе Ромин чĕри çурăлса кайнă. Роми Шнайдера Буасси çăвине, Парисран 50 çм, пытарнă. Юлашки çула ăсату тăрмашăвне хăй çине илнĕ Ален Делон хистенипех, Роми Шнайдер ывăлĕн Тавитăн вилтăприне амăшĕн масар вырăнĕпе юнашар пытарнă.

Артист астăвăмне 1990 çултанпа Австрире «Роми» пултарулăх теле- парнепе чыслаççĕ. «Warner Brothers» компани 2009 çул тĕлне «Роми евĕр хĕрарăм» автобиографи фильмĕн пĕрремĕш кăтартăвне хатĕрлет. Роми тĕп рольне Ивонн Каттерфельд нимĕç юрăç-артистне выляма палăртнă.

Чысĕсемпе парнисем[тӳрлет]

  • «Сезар» кинопарне, «Юратни — паха» (1975) хĕрарăм тĕп рольне паха сăнарланăшăн
  • «Сезар» кинопарне, «Кашнин хăйĕн шанчăк»(«Ахаль истори») хĕрарăм тĕп рольне паха сăнарланăшăн.

Фильмографи[тӳрлет]

  1. 1953Когда вновь расцветает белая сирень
  2. 1954 — Юность королевы
  3. 1955Сисси / Sissi
  4. 1956Сисси — молодая императрица / Sissi — Die junge Kaiserin
  5. 1957Сисси — роковые годы императрицы / Sissi — Schicksalsjahre einer Kaiserin
  6. 1958Кристина / Christine
  7. 1960На ярком солнце / Plein Soleil
  8. 1961Комедия о Лисистрате
  9. 1961Боккаччо-70 / Boccaccio '70
  10. 1962Процесс
  11. 1963Победители
  12. 1963Кардинал
  13. 1965Что нового киска?
  14. 1968Бассейн / La Piscine
  15. 1970Кто?
  16. 1971Макс и жестянщики / Max Et Les Ferrailleurs
  17. 1971Мелочи жизни
  18. 1971Сезар и Розали
  19. 1972Людвиг / Ludwig
  20. 1972Убийство Троцкого / The Assassination Of Trotsky
  21. 1973Поезд / Le TrainАнна
  22. 1974Обезумевший баран / Le Mouton Enrage
  23. 1974Главное — любить / L' Important C’Est D’Aimer
  24. 1975Невинные с грязными руками / Les Innocents Aux Mains Sales
  25. 1975Старое ружье
  26. 1975Главное — любить, реж. А.Жулавский
  27. 1976Мадо
  28. 1976Женщина в окне, реж. Коста-Гаврас
  29. 1978Простая история / У каждого свой шанс
  30. 1979Свет женщины / Clair de femme, реж. Коста-ГаврасЛидия
  31. 1979Прямой репортаж о смерти
  32. 1980Банкирша / La Banquiere
  33. 1981Под предварительным следствием / Garde A Vue
  34. 1981Призрак любви / Fantasma d’amore
  35. 1982Прохожая из Сан-Суси

Каçăсем[тӳрлет]