Росс тинĕсĕ
Ро́сс тинĕсĕ — Кăнтăр океанăн лăпкă океан секторĕнчи тинĕсĕ, Виктори çĕрĕсемпе Мэри Бэрд (Анăç Антарктида) çыранĕсенче, Адэр тата Колбек сăмсахĕсем хушшинче (170° т. д. — 158° а. д.) вырнаçнă. Шыв лаптăкĕ 439 пин çм², таранăшĕ 2972 м тарин.
Тупмалли |
[тӳрлет] Пĕтĕмлĕ çырса кăтартни
Çыранĕсем сăртлă, хытă касăлчăк. Тинĕсĕн кăнтăр пайĕ шельфăллă Росс пăрлăхĕпе витĕннĕ, унпа пĕрле тинĕс лаптăкĕ 960 пин çм² çитет.
Тинĕсĕн уçă пайĕнче çул тăршшипех пăр шуçса çӳрет, çу вĕçĕнче çеç сахалланаççĕ. Айсберг чылай, мăнаçлисем те тухаççĕ — йĕри-тавра çаврăнма вуннăсе-çĕрсем çухрăм. Çулла акватори пăртан тасалать, карапсем пăрлăх шельфне ишсе çитеççĕ. Çиелти шывăн вăтам температури −1 °С аяларах, çулла хăш чух 2 °С. Тăварлăхĕ 33,7-34,4 ‰. Юхамĕсем сехет сăнни куçнă еннеле йĕркеленнĕ. Шыв хăпарни çурма талăклă, 1 м çӳллĕшнелле.
Тинĕсре Росс тюленĕ, Уэдделл тюленĕ, краб çиен тюлень, кит чĕрчунсем пурăнаççĕ.
[тӳрлет] Истори
1841 çулта акăлчан поляр тĕпчевçи Дж. К. Росс тĕпчесе уçнă, кайран тинĕсе унăн ятне тивĕçтернĕ. 1956 çулта Росс çуратравĕнче АПШ-н антарктика экспедицисен тĕп базине — Мак-Мердо — туса хунă, 1957 çулта çакăнтах çĕнĕ зеланди базине — Скотт —никĕсне хунă, Халлетт сăмсахĕнче ăслăлăх-тĕпчев станци Халлетт (АПШ-па Çĕнĕ Зеланди пĕрле) вырнаçнă.
[тӳрлет] Çавăн пекех пăхăр
[тӳрлет] Каçăсем
| Кăнтăр океан тинĕсĕсем |
|---|
| Амундсен | Беллинсгаузен | Дейвис | Дюрвиль | Космонавтсен | Лазарев | Моусон | Рисер-Ларсен | Росс | Скош | Пĕрлешӳ | Сомов | Уэдделл |