Ротацизм

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Ротацизм, — чăваш чĕлхинчи тата хăш-пĕр урăх чĕлхесенчи хăш-пĕр сăмахсенчи р сасă ытти тĕрĕк чĕлхисенче з сасăпа тӳр килни. Чăваш чĕлхи ротацизмпа палăрса тăрать пулсан, ытти тĕрĕк чĕлхисем ăна хирĕçле пулăмпа (зетацизм) палăраççĕ.

Ротацизм — питĕ авалхи пулăм, вăл монгол, тунгуз-маньчжур чĕлхисемшĕн те характерлă.

Ротацизм авалхи пулăм иккенне венгр чĕлхинчи авалхи пăлхар (чăваш) сăмахĕсем çирĕплетеççĕ (вĕсем венгр чĕлхине IX ĕмĕрччен кĕнĕ).

Ротацизм ХIII—XIX ĕмĕрсенчи Атăлçи пăлхар çырулăхĕн палăкĕсенче (масар çинчи чул юпассм çинче) те палăрать.

Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет]

Литература[тӳрлет]

  • Егоров В.Г. Современный чувашский литературный язык в сравнительно-историческом освещении. Ч.: 1971;
  • Федотов М.Р. Чувашский язык в семье алтайских языков. Ч., 1980.