Руанда

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Republika y'u Rwanda
République du Rwanda
Republic of Rwanda

Руанда
Flag of Rwanda.svg Coat of arms of Rwanda.svg
Руанда ялавĕ Руанда гербĕ
LocationRwanda.svg
Патшалăх чĕлхисем франци, руанда, акăлчан
Тĕп хула Кигали
Чи пысăк хула Кигали
Президент,Премьер-министр Поль Кагаме
Бернар Макуза
Лаптăкĕ
 - Пĕтĕмпе
144 вырăнта
 26 338 км2
Халăх йышĕ
 - Пĕтĕмпе (2010)
 - Йышлăхĕ
91 вырăнта
10 746 311
421/км²
Валюта ячĕ руанда франкĕ[1]
Вăхăт тăрăхĕ ГВ +2 пуçласа +2 таран
Патшалăх гимнĕ Руанда патшалăхĕн гимнĕ Rwanda Nziza
Тетел доменĕ [[.rw]]
Тел. префиксĕ 250

Руанда Респрублики - тĕп Африкăри пысăк мар патшалăх. Конго Демократи Республикипе хĕвелтухăçĕнче, Угандăпа çурçĕрте, Танзанипе хĕвелтухăçĕнче, Бурундипе кăнтăрта чикĕ тытать. Сăртсем нумай пулнипе пин сăрт çĕрĕ (фр. Pays des Mille Collines, киньяруанда Шаблон:Lang-rw тесе калаççĕ. 1994-мĕш çулхи Руанда геноцичĕпе тĕрчипех палăрнă.

Географи[тӳрлет]

Руанда картти

Руанда Африкăн тĕп пайĕнче, экватортан кăштах кăнтăртарах вырнаçнă. Конго Демократи Республики чиккинче Киву кӳлипе Русизи юханшывĕ вырнаçнă. Юханшывсем Нил бассейне кĕрĕççĕ. Киву кӳлли- Африкăра крокодилсем çук пĕртен пĕр пысăк кӳлĕ. Патшалăхăн кăнтăр тата хĕвелтухăç пайĕнчи кӳлĕсенче крокодилсем пурăнаççĕ. Саванна патшалăхăн пысăк пайне йышăнать. Тусен тăвайкинче çумăр вăрманĕсем ӳсеççĕ. Чĕрчунсене пĕтернĕпе пĕрех. Пысăк чĕрчунсем (антилопасем, буйволсем, носорогсем, зебрасем, араслансем, слонсем, бегемотсем, крокодилсем, горилласем) заповедниксенче çеç сыхланса юлнă.

Халăх[тӳрлет]

Тĕп статья: Руанда халăхĕ


Халăх шучĕ — 11,1 млн (2010 -мĕш çулхи çĕртме уйăхĕнчи хаклав). Çулталăкра ӳсни — 2,8 % (фертильность — пĕр хĕрарăм вăтамран 4,99 ача çуратать).

Вăтамран арçынсем 49 çул, хĕрарăмсем 52 çул пурнăнаççĕ. ВИЧ вирусĕ пĕтĕм халăхăн 2,8 % юнĕнче сарăлнă (2007 çулхи хаклав). Хулара 18 % пурăнать. Этно-расса тытăмĕ - хуту (банту шутне кĕрекен) 84 % , тутси (хамитсем шутне кĕреççĕ) 15 %, тва (пигмейсем) 1 %. Официаллă чĕлхесем - франци тата киньяруанда чĕлхи. Суту-илӳре суахили чĕлхи сарăлнă. Халăхăн 69 % (76 % арçын, 64 % хĕрарăм — 2002 çулхи çырав тăрăх) хутла пĕлеççĕ.

Тĕнсем[тӳрлет]

Католиксем - 56,5 %, протестантсем 26 %, адвентистсем 11,1 %, мусульмансем 4,6 %, вырăнти тĕрсем 0,1 %, атеистсем 1,7 % (2001).

Экономика[тӳрлет]

Тĕп статья: Руанда экономики

Çутçанталăк ресурсĕсем — ылтăн, тăхлан, вольфрам, берилли, çутçанталăк газĕ, гидроэнерги, тулăх тăпрасем.

Административла пайлану =[тӳрлет]

Руандăн административла пайланăвĕ (2006-мĕш çултан)

2006-мĕш çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен Руанда пилĕк провинци (intara) çине пайланать. Кашни провинци вăтăр района (akarere) пайланать, расонсем секторсем çине пайланаççĕ.


Тата пăхăр[тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет]

  1. ^ Название «руандийский франк» — согласно БСЭ

Каçăсем[тӳрлет]



Африка патшалăхĕсем
Алжир | Ангола | Бенин | Ботсвана | Буркина-Фасо | Бурунди | Габон | Гамби | Гана | Гвиней | Гвиней-Бисау | Джибути | Замби | Зимбабве | Египет | Кабо-Верде | Камерун | Кени | Комор утравĕсем | Конго Демократиллĕ Республики | Конго Республики | Кот-д'Ивуар | Лесото | Либери | Ливи | Мадагаскар | Малави | Мали | Мавритани | Маврики | Марокко | Мозамбик | Намиби | Нигер | Нигери | Руанда | Сан-Томе тата Принсипи | Свазиленд | Сейшелсем | Сенегал | Сомали | Судан | Сьерра-Леоне | Танзани | Того | Тунис | Уганда | Вăтам Африка Республики | Чад | Экваторти Гвиней | Эритрей | Эфиопи | Кăнтăр Африка Республики
Пăхăнăвлисем: Инди океанĕнчи Британи çĕрĕсем | Майотта | Реюньон | Таса Елена утравĕ |
Йышăнман патшалăхсем (тивĕç йĕркипе — ирĕклĕ): Анăç Сахара | Пунтленд | Сомалиленд

Шаблон:Хĕвелтухăç Африка пĕрлĕхĕ Шаблон:Мандат территори пулнă патшалăхсем

Шаблон:Содружество Наций