Рыбакова Светлана Николаевна

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Рыбакова Светлана Николаевна, — юрăçă. 1956 çулхи пуш уйăхĕн 10 Саратов облаçĕнчи Балаково хулинче çыралнă.

Пурнăçĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1985 çулта М. И. Глинка ячĕпе хисепленекен Чулхулари патшалăх консерваториĕн вокал факультетне вĕренсе пĕтернĕ. 1985 çултанпа Чăваш оперăпа балет театрĕнче солистка-волкалистка пулса вăй хурать.

Ролĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Сцена çинче интереслĕ сăнсем кăтартнă. Вăл вылянă рольсем:

  • Розина — Дж. Россонин «Севильский цирюльник»;
  • Марфа — Н. Римский-Корсаковăн «Царская невеста»;
  • Микаэла тата Фраскита — Ж. Бизен «Кармен»;
  • Прилепа — «Пиковая дама»;
  • Бригитта — Пётр Чайковскиĕн «Иоланта»;
  • Сюзанна, Барбарина — В.А. Моцартăн «Свадьба Фигаро»;
  • Кăпчак хĕрĕ — А. Бородинăн «Князь Игорь»;
  • Серафина — Г. Доницеттин «Колокольчик».

Оперетта партиĕсенче те хăй пултарулăхне лайăх катартнă:

  • Розалинда, Адель — «Летучая мышь»;
  • Лиза — «Марица»;
  • Стасси — «Сильва»;
  • Арсена — «Цыганский барон»;
  • Валентина — «Веселая вдова».

Çавăн пекех вăл ачасен валли лартнă кĕвĕ спектаклĕсенче вылянă. Рольсем:

  • Белоснежка — «Белоснежка и семь гномов»;
  • Красная шапочка — «Красная шапочка»;
  • тата ыттисем.