Сăкăтсем

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Стела çине ӳкернĕ сăкăт сăнарĕсем. Çурçĕр Ци, 567/573 ç.

Сăкăтсемиран чĕлхипе калаçнă, Сăкăт патшалăхĕ территоринче (Зерафшан айлăмĕнче — хальхи Бухараран (Узбекистан) Худжанда (Таджикистан çити).) пурăннă халăх. Раççей ăсчахĕ Бартольд В. В. каланипе, сăкăтсем суту-илӳ енĕпе «Вăтам Азин» финикийĕсем шутланнă. Вĕсен çĕршывĕнче (буддизм, манихеизм, Нестор тĕнĕ, сăртăш тенĕсем ирĕклĕ аталаннă. Тĕн çырăвĕсем сăкăтсен культурин, чĕлхин паянкуна çитнĕ тĕп çăлкуçĕсем шутланаççĕ.

Тумланни[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Сăкăт арçынĕн тумĕ Афрасиаб (Самарканд, Узбекистан). Таджикистанăн наци музейĕ, Душанбе. Сăкăт хĕрарăмĕн тумĕ Афрасиаб (Самарканд, Узбекистан). Таджикистанăн наци музейĕ, Душанбе. Согдийская мужская одежда Пенджикент (Таджикистан). Таджикистанăн наци музейĕ, Душанбе.

Истори[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Сăкăтсем Китайпа çыхăну тытнă, вĕсен çĕрĕсене китай çулçӳревçи Цзян Кван çитсе курнă.

Сăкăтсене çывăх Раççейри халăхсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Иркутск облаçĕн Тулун, Куйтун тата Анат Удина районĕсен çурçĕр пайĕсенче, çаплах Братск районĕн территоринче (Ия тата Уда юханшывсен бассейнĕ) об (обь) элеменчĕллĕ гидронимсем чылай — иран чĕлхисенче вăл шыв пĕлтерĕшлĕ пулать. А. П. Окладников каланипе, орхон терĕкĕсен тата уйгурсен мăнаçлăх эпохинче сăкăтсем Унга таврашĕнче тĕпленсе пурăннă. Çакăн евĕрлĕ гидронимсем çаплах Обь юханшывăн бассейнĕнче, унăн шутне Пянджа бассейнĕнче (Таджикистан) тĕл пулаççĕ[1].

Çав. пекех[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • П.В.Денисов, "Религиозные верования чуваш"
  • В.К.Магницкий, "Материалы к объяснению старой чувашской веры"
  • Николаев В. В., "Чуваши. Этническая история и традиционная культура.", Москва, 2000.
  • Николаев В. В., "История предков чувашей. XXX в. до н.э. — XV в.н.э.", Чебоксары, 2005.
  • М.П.Петров-Тенехпи, «О происхождении чуваш»
  • Г. П. Кеннаман, "Египет. Его роль в становлении государств в Европе, Азии и Африке", Шупашкар, 2005.
  • Мăн Кенна, "Скифы", Çавал, 2001.
  1. ^ М. Н. Мельхеев «Топонимика Бурятии» с. 42 2020 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнче архивланӑ.