Сĕве
«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
- Ытти пĕлтерĕшсене Сĕве (пĕлтерĕшсем) статьяра пăхăр.
| Сĕве | |
|---|---|
Сĕве юханшывĕ Тутарстанăн Апас районĕнче |
|
| Пахалăхĕ | |
| Вăрăммăш | 375 яхăн çм |
| Бассейн лаптăкĕ | 16.7 пин çм² |
| Шыв пуçламăшĕ | Кузоватово |
| Шыв вăрри | Атăл |
| • Координатсем | |
| Вырнаçăвĕ | |
| Юхав территори | Чĕмпĕр облаçĕ, Тутарстан |
Сĕве, — Тутарстанпа Чĕмпĕр облаçĕ çĕрĕсемпе юхакан юханшыв, Атăлăн сылтăм юппи. Тăршшĕ 375 çухрăм, бассейн лаптăкĕ 16, 7 пин км2. Атăлçи сăртлăхĕн хĕвелтухăç енчи тайламĕнче пуçланать те çурçĕрелле юхса Куйбышев шывуправĕн Сĕве кӳлмекне юхса тухать. Ытларах пайĕпе юр шывĕпе тулать. Чӳк уйăхĕнче шăнса ларать те ака уйăхĕнче пăртан тасалать.