Саккисем

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Са́ксем (лат. sacae) — пирĕн эрăччен I пинçуллăх — п.э. пĕрремĕш ĕмĕрсенчи авалхи çăлкуçсенче асăннă иран чĕлхиллĕ ушкăнĕнчи[1][2][3] юркăн тата çурма юркăн ăру-йăхĕсен пĕрлехи ячĕ.

Кун-çулĕ[тӳрлет]

Саксем -Скунхăн тиграхауди.

Дарий I çырни, Бехистун рельефĕ, пирĕн эрăччен VI ĕмĕр.]]

Сăран çинчи [[Ӳкерчĕк:Issyk Golden Cataphract Warrior.jpg|thumb|[[Сак патшин ылтăн хупăллă тумтирĕ]], катафракт стилĕпе хатĕрленĕ[4]]]

Йăли-йĕрки, япалисем скифсен пекрех пулнă. Авалхи перси çырăвĕсенче тата Геродот çырăвĕнче виçĕ ушкăна палартма пулать: хаомаварга-сакасем (Геродот тата аваллăх тапхăрĕнчи çыравçăсен — амюрксем), тиграхаут-сакасем («шĕвĕр вĕçлĕ калпаклисем»), тата парадрай-сакасем («тинĕс (Каспи) леш енчисем»). Юлашкисем вырăнĕнче Хура тинĕс çумĕнчи скифсене шутлама пулать.

Пирĕн эрăччен VI тата V ĕмĕрсен чиккинче сакасен йĕхĕсем Ахеменид йĕхĕнчи Перси патшисен аллине лекнĕ. Сакасен йăхĕсем Перси патшисене куланай тӳленĕ, çар валли арçынсене парса тăнă. Перси çарĕнче сакасем грексемпе перси хушшинчи вăрçăсене хутшăннă. Сăмахран каласан, Марафон патĕнчи çапăçăва та вĕсем хутшăннă пулнă.

Перси империне Александр Македонски çĕнсе илнĕ хыççăн сакасен пĕр ушкăнĕ Селевки ăрăвĕн çĕрĕсем çине кĕрсе кайса Пархи патшалăхне йĕркеленĕ çĕрте самай ӳсĕм кӳнĕ.

Тепĕр ушкăнĕ Дрангиана çитсе ăна йышăннă, Сакастан (Иран тата Афганистан шутне кĕрекен Систан тăрăхĕнче вырнаçнă пулнă) патшалăхне туса хунă.

Археологи палăкĕсем[тӳрлет]

Чи паллă палăксем шутне Тегискен тата Уйгарак вилтăпри вырăнĕсем, Чиликтин Иссык улăп тăприсем.

Евразири сак ячĕсем[тӳрлет]

Вуламалли[тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет]

  1. ^ Andrew Dalby, Dictionary of Languages: the definitive reference to more than 400 languages, Columbia University Press, 2004, pg 278
  2. ^ Sarah Iles Johnston, Religions of the Ancient World: A Guide, Harvard University Press, 2004. pg 197
  3. ^ Edward A Allworth,Central Asia: A Historical Overview,Duke University Press, 1994. pp 86.
  4. ^
    • К. А. Акишев «Курган Иссык, Искусство саков Казахстана» Москва Искусство 1978
    • АКИШЕВ А. К. КОСТЮМ «ЗОЛОТОГО ЧЕЛОВЕКА» И ПРОБЛЕМА КАТАФРАКТАРИЯ
    • Акишев К. А., Акишев А. К. Происхождение и семантика иссыкского головного убора. — В кн.: Археологические исследования в Казахстане, Алма-Ата, 1979