Саперави

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Саперави

Саперави - грузи иçĕм хĕрлĕ сорчĕ.Саперави ячĕ "сăрă" паллăртать.Тăван енĕ : Алазан айлăмĕ ( Кахети енĕ, Грузи ).

Ампелографи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Саперави сиввĕ тата шăрăх тӳсекен сорчĕ.Анчах филлоксера чирĕ Саперави тымарсене çăмăл çапса пĕтерет.Çырлисем авăн-юпа уйăхсемче пиçеççĕ.Саперави сортран хĕп-хĕрлĕ тĕслĕ эрехсем пулать.Кагор эрех тăвакансем Саперави те усă кураççĕ.

Сарăлни[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Саперави Хура тинĕс енре анлăн сарăлнă сорчĕ.Абхази, Грузи , Армени, Раççей ( Краснодар тата Ставрополь енсем ), Украина ( Крым çурутравĕ ) тата Молдави çĕршывсемче Саперави пысăк лаптăксемче ӳстереççĕ.

Паха эрехĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Саперави сортран Грузире паллă эрехсем тăваççĕ : "Саперави" тата "Макузани" (пылаксăр), "Киндзмараули" ( çурхи пылак ).