Саратуштра çапла каланă

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Disambig gray.svg Çак терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Саратуштра çапла каланă (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
«Саратуштра çапла каланă» кĕнеке.

Саратуштра çапла каланă. Никам валли те мар, пурин валли те кĕнеке (ним. Also sprach Zarathustra. Ein Buch für Alle und Keinen, 1883—1891) — Фридрих Ницшĕн философи романĕ, пĕрремĕш хут 1885 султа пичетрен тухнă, паллă та тавлашуллă романсенчен пĕри.

Пĕрлехи хыпарсем[тӳрлет]

Малтан кĕнекене виçĕ пай кĕнĕ. Ницше тепĕр виçĕ пай çырма хатĕрленнĕ, анчах та тăваттăмĕшне кăна вĕçленĕ. Ницше вилсен «Саратуштра çапла каланă» кĕнекене пĕрлехи томпа пичетлеççĕ.

Кĕнекере авалхи Саратуштра перс пӳлĕхçи ятне илнĕ юркăн философăн шăпипе вĕрентĕвĕ пирки ăнлантарнă. Романри тĕп шухăш — çын упăтерен этеме (ним. Übermensch) çитес аталану ĕçĕн вăта пайĕ пулать: «Çын — чĕр чунпа этем хушшинчи вĕрен. Тĕпсĕрлĕх урлă канат».

Кĕнекене пĕр май поэма, тепĕр май философи трактачĕ теме те пулать, автор хăйĕн тĕнче ăнланăвне, çыннăн çак тĕнчери вырăнне кăтартать. Ĕçĕнче Ницше кашни çыннăн хăйĕн чун çулĕ пулмалла шухăш-ĕмĕте ырлать.

Кĕнекере пĕрремĕш Турă вилнĕ (ним. «Gott ist tot») тенĕ тезиса палăртнă, çавăнпа ăна «Çĕнĕ саманан чи уçăмлă тексчĕсенчен пĕри» тесе шутлаççĕ (Борис Гройс).

Ницше кĕнекин сĕмĕпе Рихард Штраус «Саратуштра çапла каланă» симфони поэмине кĕвĕлет. Ницше кĕнекинчи сăмахсемпе Фредерик Делиус композитор «Чĕрĕ çынсен месси» ораторине хайлать.

«Gott ist tot»[тӳрлет]

«Саратуштра пĕччен тăрса юлсан, чĕререн çапла сăмахланă: «Çак пулатех-и? Ку таса чунлă ватă çын вăрманта пĕччен пурăнса халиччен те Турă вилнине пĕлмест!»

Асăрхавсем[тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет]