Свердловск чукун çулĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Свердловск чукун çулĕ
Тулли ячĕ: Свердловск чукун çулĕ
Ӗç çулĕсем: юпа, 13 1878
Патшалăх: Раççей
Управлени хули: Екатеринбург
Статус: ĕçлекен
Пăхăнăвĕ: УАО «РЧÇ»
Хисеп кодĕ: 76
Тасăлăвĕ: 7 147 км
Свердловск чукун çулĕн Турттару центрĕн управлении çурчĕ

Свердловск чукун çулĕ — Çурçĕр-Анăç тата Вăтам Урал тата Удмурти территорипе пыракан чукун çул.

Çул Раççейĕн европа пайĕн варринчи тата çурçĕр-анăçĕнчи пуйăссене Çĕпĕре, Казахстана, Инçет Тухăçа ирттерсе ярать. Çул управленийĕ Екатеринбург хулинче.

Çул Горький, Кăнтăр-Урал, Анăç-Çĕпĕр чукун çулĕсемпе чикĕ тытать. Çулăн эксплуатаци тăсăлăвĕ 2008 çул тĕлне 9306 км пулнă, вĕсенчен 3653,5 км пайне электрифициленĕ.

УАО «Ямал чукун çул компанипе» пĕрле Трансполяр магистралĕн ĕçлекен пайĕпе (Коротчаево-Çĕнĕ Уренгой-Пангоды-Надым) усă курать.

Свердловск чукун çулĕн вак турачĕсемпе ту тăпри, чул кăмрăк, йывăç промăçлăхĕпе çурт-йĕр материалĕсем патне пыракан çул эрешĕ питĕ аталаннă.

Çула Ленин орденĕпе (1978), Октябрь революцин орденĕпе (1989) чысланă.

2007 çулхи ака, 13 пуçласа çул пуçлăхĕ — Владимир Николаевич Супрун.

Уйрăмĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Анат Тагил (уйрăм пуçлăхĕ — Маренков Геннадий Васильевич)
  • Пермь (уйрăм пуçлăхĕ — Баринов Игорь Юрьевич)
  • Свердловск (уйрăм пуçлăхĕ — Логачев Вадим Владимирович)
  • Тĕмен (уйрăм пуçлăхĕ — Кущенко Виталий Степанович)
  • Сургут (уйрăм пуçлăхĕ — Кирилюк Александр Леонидович)

Чарăнусем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Свердловск чукун çулĕн управлении çурчĕ

Çулăн паллă çыхă чарăнăвĕсем:

Çул çинче 13 сортлакан чарăну.

Çулăн кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Екатеринбургри вокзалăн малтанхи çурчĕ (халĕ — Свердловск чукун çулĕн музейĕ)

1868 çулта пермь усламçи Любимов И. И. сĕннипе урал чукун çулĕн пĕрремĕш проекчĕ çуралать. Çул Пермьрен Тобола Кунгур, Екатеринбург тата Шадринск урлă каймалла пулнă.

Хăвăрт вăхăтра вырăти çĕрсене правительство енĕнчен тĕпчев ĕçĕсем ирттернĕ. Трассăна хывма "Ту ĕç завочĕн чукун çулĕн этем пĕрлĕхĕ" пуçлать. 1870-мĕш çç. çĕрсене çул валли çĕр уйăрнă, çурт-йĕре пăснă, вăрман каснă, вăхăтлă çулсене тунă, телеграф, кĕперсене тунă тата ытти те. 1879 çулта çула туса пĕтернĕ. Урал Ту завод çулĕ ят панă.

1885 çул вĕçĕнче Екатеринбург—Тĕмен йĕрне туса хунă. 1888 çулта трассăна Урал чукун çулĕ ят панă. 1896 çулта Екатеринбургран Челепи туратне , тепĕртакран — Пермьрен пуçласа Вятка (халĕ Киров) урлă Котласа çити йĕрне хывнă. 1900 çул пуçламăшнелле çула Пермь-Тĕмен ята куçараççĕ, хыççăн Пермь пулса тăрать.

Патшалăх укçипе усă курса Вятка, Буй, Галич, Вологда, Череповец тата Тихвин витĕр Обухово чиркӳ ялне çити йĕр хывни 1906 çулта мăн чукун çула центрпа çыхăнтарма мел панă.

Екатеринбургри Свердловск-пассажирсен чарăнăвĕн вокзалĕ 2009 çулхи реставраци хыççăн.

Ту завочĕн чукун çул пайĕпе пуйăссем мăран çӳренипе Урал урлă çĕнĕ йĕр хума шутланă. 1909 çултах Пермь—Кунгур—Екатеринбург трассăна эксплуатацие илнĕ.

1913 çулта Тĕмен—Омск трассине ĕçе кĕртнĕ. 1916 çулта Лысьвăран Бердяуша çити тата Çурçĕр-Тухăç çулне Шарташран Тавдăна çити йĕрсене хута янă.

1919 çулхи авăн уйăхĕнче Пермь магистралĕ çумне Анăç-Урал, Богословская, Çурçĕр-Тухăç Урал тата Омск пайĕсене хушнă. Çав çултах çул управленине Пермьрен Екатеринбурга куçарнă.

30-мĕш çулсенче çула темиçе хутчен те йĕркеленĕ. Юлашкинчен вара 1953 çулта Пермьпе Свердловск чукун çулĕсене Свердловск чукун çулне пĕрлештернĕ.

Урăх йĕркелӳсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]