Сениэль Михаил Павлович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Михаил Сениэль
Çуралнă чухнехи ят: Егоров Михаил Петрович
Çуралнă вăхăт: 1940, раштав, 30
Çуралнă вырăн: Саврăшпуç ялĕ, Аксу районĕ, Тутар АССР, РСФСР, СССР
Гражданлăх: СССР
Ĕçлев тĕсĕ: сăвăç, прозăç, тăлмач
Ĕçсен чĕлхи: чăваш

Сениэль Михаил Павлович (паспортри хушамачĕ Егоров, 1940 çул, раштав, 30, Саврăшпуç ялĕ, Аксу районĕ, Тутар АССР, РСФСР, СССР ç.) чăваш сăвăçи, прозăçи, тăлмачĕ.

СССР ÇП пайташĕ (1974).

Пурнăçĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1940 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче Тутарстанăн Аксу районĕнчи Саврăшпуç ялĕнче çуралнă.

Аксу вăтам шкулĕнчен, Чистай медицина училищинчен, Хусан университетĕн историпе филологи курсĕнчен, Мускаври Литературăн аслă курсĕнчен вĕренсе тухнă. Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕ пулса 10 çул ытла ĕçленĕ.

Юлашки вăхăтра професиллĕ çыравçă.

Пултару ĕçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Сăвăсем, поэмĕсем çырать. «Ытарайми», «Савăнăç куççулĕ», «Çĕр чунĕ» ятлă кĕнекисем автор шухăш-кăмăлне лайăх палăртса тăратаççĕ.

Темиçе кĕнеке вырăсла та тухнă.

Пичетленсе тухнă кĕнекисем:

  • «Малтанхи юр» (1969);
  • «Шкул вальсĕ» (1971);
  • «Каçĕ çутă, уйăхĕ çутă» (1971);
  • «Çутă шыв хĕрринче» (1976);
  • «Савăнăç куççулĕ» (1984);
  • тата ыттисем.

Вырăсла тухнă кĕнекисем:

  • «Удача» (Ăнăçу, 1978)
  • «Лунные ночи» (Уйăхлă каçсем, 1983);
  • тата ыттисем.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]