Симунов Николай Васильевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Симунов Николай Васильевич, — чăваш çыравçи. 1937 çулхи авăн уйăхĕн 27-мĕшĕнче Тутарстанри Хирти Кушкăра çуралнă. 1997 çулхи юпа уйăхĕн 6-мĕшĕнче унăн чунĕ ĕмĕрлĕхех Тăхăрьялта канлĕх тупнă.

1989 çултанпа СССР ÇП членĕ.

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ачалăхĕ тăван ялта иртнĕ. Çыравçăн ашшĕ Василий Васильевич (1907-1941) вăрçăра хыпарсăр çухалнă. Симун Любунĕ пилĕк ачана выçлăхпа тертлĕ пурнăçа пăхмасăр ура çине тăратма хал çитернĕ. Çамрăк Коля асаплă пулсан та пĕлӳ илме тăрăшнă. Элшелĕнче вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн Пăвари ветеринари техникумне вĕренме кĕнĕ. Ăна вĕçленĕ çулах Хусанти ветинститут студенчĕ пулса тăнă. 1961-1964 çулсенче Молдавире ĕçленĕ. Пурнăçăн аслă çулне шыраса каялла яла таврăнса шкулта ĕçлеме тытăннă. Çав вăхăтрах куçăмсăр майпа Чĕмпĕрти педагогика институтĕнче вĕреннĕ.

1970 çулта ăна Хирти Кушкăри шкул директорне лартнă. 1978 çулта Хирти Кушкă, Кĕçĕн Пӳркел, Çĕнĕ Мертлĕ ачисем çĕнĕ çурта вĕренме куçнă.

Анчах Николай Васильевичăн ачаранах амаланнă хайлавçă пулас ĕмĕчĕ пулнă. Вăл çырнисене Пăвари «Ялав» хаçатра пичетлеме тытăннă. Райхаçат çыравçăшăн хĕсĕк пулма пуçланă, унăн ĕçĕсем пысăк хĕнпе пичетленнĕ. Çавна курах вăл Шупашкара куçса кайнă, çыравçă ĕçне пикеннĕ. Çĕнĕ Шупашкарти «Ильинский» кану çурчĕн директор çумĕнче, РСФСР Литфончĕн Чăваш уйрăмĕн директорĕнче вăй хунă.

Сакăр вуннăмĕш çулсенчех палăрнă чĕре чирĕ Николай Васильевича сывлăхне упраса пурăнмаллине систернĕ. Хăйĕн шăпине пĕлсе тăрса, вилсен тăван çĕршывĕнче пытарма хушнă. Ăна тăван ял çăвинче пытарнă.

Ӗçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Унăн «Анне» ятлă пĕрремĕш повеçĕ Пăвари «Ялав» хаçатра кун çути курнă.

Паллă ĕçĕсем:

  • «Тымар» (повесть, 1986);
  • «Малтанхи çăлтăрсем» (повесть, 1988);
  • «Çил мĕн тĕслĕ» (повесть, 1991);
  • «Юнлă каç» (повесть, 1993);
  • «Ыйткалакансем» (повесть, 1993);
  • «Ан йĕр эсĕ, Лена» (виçĕ пайлă роман, 1997).
  • «Ирхи çăлтăрсем»;
  • «Тимухха инке»;
  • тата ыттисем.

Çыравçă пур хайлавне те чунĕ витĕр кăларса çырнă.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]