Сотерн (эрехтăвакан лаптăк)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Кермен д'Икем кĕленчи

Сотерн (фр. Sauternes) - Бордо енре, Гаронна юханшывĕн сулахай çыранĕнче вырнаçнă эрехтăвакан лаптăк.

Лаптăкĕ[тӳрлет]

Иçĕм лаптăкĕ 2 200 га.

Иçĕм сорчĕсем[тӳрлет]

Лаптăкăн чылай çĕрĕнче Семильон шурă иçĕм сорчĕ йышăннă. Тата Совиньон Блан, Мюскадель сорчĕсемпе усă кураççĕ. Иçĕм тухăçлăхне юри чакараççĕ (иçĕм сĕтекĕн концентрацийĕ ӳсет) - 25 гл/га.

Эрех тĕсĕсем[тӳрлет]

Сотерн хăйĕн паха десертлă (пылаклăхĕ 200-400 г/л) шурă эрехĕсемпе тĕнчере паллă. "Сотерн" эрехне тума паха пăнтăх çапнă иçĕм çырлисене кăна илме юрать. Ку питĕ йывăр ĕç, çавăнпа та "Сотерн" эрехĕсем хаклă.

Паха эрехтăваканĕсем[тӳрлет]

Кермен Ă-Пăрежей кĕленчи

Сотерн тăрăхра чи паха эрехтăваканни — Кермен д'Икем (Chateau d'Yquem).1855 çуллахи Классификацинче Кермен д'Икем ( иçĕм лаптăкĕ 100 га ) Premier Cru Superier категори панă. Тата 11 Керменсене Premier Cru Classe категори панă :

Кермен ячĕ Чăвашла кермен ячĕ лаптăкĕ, га
Chateau La Tour Blanche Кермен Ля Тур Бланш 38
Chateau Lafaurie-Peyraguey Кермен Лафăр-Пăрежей 41
Chateau Haut-Peyraguey Кермен Ă-Пăрежей 12
Chateau Rayne Vigneau Кермен Райн Виньё 80
Chateau Suduiraut Кермен Сюдирă 92
Chateau Coutet Кермен Кăтэ 38.5
Chateau Climens Кермен Клименс 30
Chateau Guiraud Кермен Жирă 100
Chateau Rieussec Кермен Рюссек 90
Chateau Rabaud-Promis Кермен Рабă-Прăми 33
Chateau Sigalas-Rabaud Kермен Сигалес-Рабă 14