Пĕтĕçтерӳ (пуплев пайĕ)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Союз (пуплев пайĕ) ҫинчен куҫарнӑ)

Союз (терминĕ вырăс чĕлхинчен йышăннăскер, вырăс чĕлхи ăна латин чĕлхинчи conjunctio сăмаха калькăласа куçарнипе тунă) — пĕр йышши членсене, хутлă предложенири уйрăм предложенисене пĕр-пĕринпе çыхăнтаракан пулăшу сăмахĕ. 1920-1930 çулсенче шкулти вĕренӳ кĕнекисенче пĕтĕçтерӳ терминпа усă курнă.

Союз пулăшу сăмахĕ çеç, унăн лексика пĕлтерĕшĕ çук, вăл предложени членĕ те пулмасть. Союзсем сыпăнуллисем тата пăхăнуллисем пулаççĕ. Сыпăнуллă союзсем анчах, тата, та (те) пĕр йышши членсене е хутлă предложенири пĕр тан пайсене (предложенисене) çыхăнтараççĕ. Пĕлтерĕшĕсене кура виçĕ ушкăна уйрăлаççĕ:

  1. сыпăнтару союзĕсемтата, та (те), ни-ни;
  2. уйăру союзсеме, е-е, те-те, пĕр-пĕр, пĕрре-тепре;
  3. хирĕçлев союзĕсеманчах, çапах, çавах, атту, унсăрăн.

Пăхăнуллă союзсем пĕлтерĕшĕсене кура пилĕк ушкăна уйрăлаççĕ:

  1. пирке союзĕ — мĕншĕн (ма) тесен, тесе;
  2. услови союзĕ — пулсан, енчен, эхер, ешăп, ытах;
  3. килĕшӳ союзĕ — пулсан та, пулин те, хуть (хăть);
  4. тĕллев союзĕ — тесе;
  5. тĕллевпе услови союзĕ — тесен.

Асăннă союзсем пăхăнуллă хутлă предлсенчи пăхăнуллă предложенире тĕп предложенипе çыхăнтараççĕ, вĕсенчен ытларахăшĕ пăхăнуллă предложени вĕçенче тăрать.

Пăхăнуллă предложени умĕнче тăракан союз — мĕншĕн (ма) тесен. Пăхăнуллă предложенире икĕ енчен хуплакан союзсем те пур: енчен... пулсан, ешĕл... пулсан, эхер... пулсан. Ку союзсен иккĕмĕш компоненчĕ (пулсан) вырăнне -сан (-сен) аффикслă деепричасти е тăк (тĕк) союзлă сăпатлă глагол пулма пултарать (енчен... вулама тытăнсан, ытах... каять тĕк, эхер... килмесен).

Союзсем хисеп ячĕнчен (пĕр-пĕр, пĕрре-тепре), местоименисенчен (çапах, çавах), глаголсенчен (тесе, тесен, мĕншĕн тесен, пулсан, пулсан та, пулин те) пулса кайнă. Вырăс чĕлхинчен йышăннă союзсем те пур (ешĕл, хуть, атту, ни-ни).

Литература[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Егоров В.Г. Союз//Материалы по грамматике современного чувашского языка. Ч., 1957;
  • Павлов И.П. Хальхи чăваш литература чĕлхи. Ш., 1965;
  • Сергеев Л.П., Котлеев В.И. Чăваш чĕлхи. Ш., 19§8.