Спенсер Эдмунд

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Эдмунд Спенсер

Эдмунд Спенсер, — акăлчан сăвăçи. Хăçан çурални тĕплĕн паллă мар. 1552 çулта çуралнă теççĕ. 1599 çулхи кăрлачăн 13 Лондон хулинче вилнĕ.

[тӳрлет] Пурнăçĕ

Кембриджра пĕлӳ илнĕ. Пĕр вăхăт хăш-пĕр велможăсен патĕнче секретарь пулса вăй хунă. 1579-1580 çулсенче Англи çарĕнче тăнă, унта хастарлăхшăн 1587 çулта Ирландири пĕр именине ăна парнеленĕ. Ăна илсен вăл литература ĕçне пикеннĕ.

1599 çулта чухăн пурнăçпа вилнĕ.

[тӳрлет] Ӗçĕсем

Паллă ĕçĕсем:

  • «Феясен патши» (1590);
  • «Дафнаида» (элеги, 1590);
  • «Жалобы» (сăвăсен пуххи, 1591);
  • «Проталамион» (поэма, 1596);
  • «Тăватă гимн» (поэма, 1596).

Тăхăр стиха, Спенсер строфине, шутласа кăлараканĕ. Вăд строфана кайран хăйсен сăввисенче усă курса Байрон, Шелли, Китс çырнă.

Ман хатĕрсем
Пространства имён

Варианты
Пурĕ пăхнă
Действия
Меню
Хутшăнасси
Ĕç хатĕрĕсем
Урăх чĕлхесем