Спиридонов Моисей Спиридонович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Моисей Спиридонович Спиридонов
Фотографи
Çуралнă вăхăт: 1890 çул, çурла, 24
Çуралнă вырăн: Енĕш Нăрваш ялĕ, Çĕрпӳ уесĕ, Хусан кĕпĕрни, (халĕ Тăвай районĕ, Чăваш Республики), Раççей империйĕ
Вилнĕ вăхăт: 1981 çул, пуш, 31
Вилнĕ вырăн: Шупашкар, ЧАССР, РСФСР, ССРП
Пулса тухни: хресчен
Гражданлăх: ССРП
Вĕренӳ: Хусанти ӳнер шкулĕ, Петербургри ӳнер академийĕ
Сĕм: П. П. Чистяков, И.Е. Репин
Чыславсем:
Ленин орденĕ Халăхсен туслăхĕ орден
Хисепсем: РСФСР тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ — 1940||Шаблон:ЧАССР тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ || Чăваш АССР халăх ӳкерçи (1960)
Сайт: ӳкерçĕ пирки официаллă сайт çинче

Спиридонов Моисей Спиридонович, (1890, авăн, 24, Çĕрпӳ уесĕ, (халĕ Чăваш Ен, Тăвай районĕ) Енĕш Нăрваш ялĕ — 1981, пуш, 31, Шупашкар, ЧАССР, ССРП) — чăваш ӳкерçи, графикĕ. СССР ӳкерçисен пĕрлешĕвĕн пайташĕ (1933)

Пурнăçĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1890 çулхи авăн уйăхĕн 24-мĕшĕнче Çĕрпӳ уесĕнчи (халĕ Чăваш Енĕн Тăвай районĕ) Енĕш Нăрваш ялĕнче çуралнă.

1912 çулта Хусанти ӳнер шкулĕнче, пĕлӳ пухнă. 1912-1918 çулсенче Санкт-Петербургри Ӳнер академин Аслă ӳнер училищинче Н.С.Самокиш профессор ăста лаçĕнче вĕреннĕ. Çавăн пекех Ӳнер академин Аслă Вĕрентев курсĕсенче ăсталăха туптанă.

1919-1920 çулсенче Шăхасанри педагогика техникумĕн вĕрентӳçи, 1920-1923 çулсенче Чăваш облхалпĕлĕвĕн ИЗО уйрăмĕн ертӳçи, 1927-1932 çулсенче АХРР Чăваш филиалĕн председателĕ, 1941-1955 çулсенче Чăваш АССР ӳкерçисен пĕрлешĕвĕн правлени председателĕ, 1940-1950 çулсенче Чăваш ӳнер училищинче вĕрентнĕ.

1981 çулхи пуш уйăхĕн 31-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.

Пултарулăх ĕçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ӳкерчĕксем:

  • "Пузырист" (1926)
  • "В избе-читальне" (1927)
  • "Ударная бригада бетонщиков на строительстве Канашского ВРЗ" (1935)
  • "Школьница" (1945)
  • "Чувашка Ирина" (1946)
  • "Трудовая Волга" (1948)
  • "Моя родина" (1952)
  • "Невеста" (1960)

Çавăн пекех унăн ĕçĕсем шучĕнче "Чувашский орнамент" альбомĕ (1920—1981), плакатсем, вĕренӳ кĕнекисенчи ӳкерчĕксем (1920-1930 çç.), К.Ивановăн "Нарспи" поэмипе лартнă спектаклĕ (1920-1930 çç.).

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • М. С. Спиридонов: Каталог выставки. — Шупашкар, 1949.
  • Харлампьев Г. Моисей Спиридонов. — Шупашкар: Чăвашпиз, 1960.
  • Выставка произведений М. С. Спиридонова: Каталог. — Шупашкар, 1960.
  • Ургалкина Н. А. Моисей Спиридонович Спиридонов: Жизнь и творчество. — Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 1975.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]