Сталинград фрончĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Сталинград фрончĕ
Стал.Ф
Red Army badge.gif
ХВ эмблеми
Пулнă çулсем

утă, 12, 1942—авăн, 30, 1942

Патшалăх

Сталинград фрончĕ СССР

Пăхăну

фронт çарпуçне

Тĕс

фронт

Унăн шутĕнче

управлени (штаб), пĕрлешӳсем, вăрçă чаçĕсем тата йĕркеленӳсем

Функци

хӳтĕлев

Йышĕ

йĕркелев

Хутшăнни

Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче

Командирсем
Паллă командирсем

С. К. Тимошенко
В. Н. Гордов
А. И. Ерёменко

Сталинград фронтне 1942 çулхи утăн 12-мĕшĕнче Кăнтăр-Анăç фрончĕн хирти çарĕсен тытăмĕн никĕсĕпе йĕркеленĕ, çарпуçĕ — С. К. Тимошенко Совет Союзĕн Маршалĕ.

Фронт тытăмĕ[тӳрлет]

Çарсем[тӳрлет]

Фронт пăхăнăвĕнчи пĕрлештерӳсем[тӳрлет]

Стрелок, сывлăш-десант тата кавалери пĕрлештерĕвĕсем[тӳрлет]

Артиллери тата миномет пĕрлешĕвĕсем[тӳрлет]

Бронетанк тата механикăланă пĕрлешевсем[тӳрлет]

  • 2-мĕш танк корпусĕ:
    • 26-мĕш танк бригади
    • 39-мĕш танк бригади
    • 99-мĕш танк бригади
    • 69-мĕш танк бригади
    • 254-мĕш танк бригади
    • 2-мĕш мотострелок бригади
  • 12-мĕш танк бригади
  • 6-мĕш танк бригади
  • 84-мĕш танк бригади
  • 133-мĕш танк бригади
  • 135-мĕш танк бригади
  • 163-мĕш танк бригади
  • 188-мĕш танк бригади
  • 189-мĕш танк бригади
  • 36-мĕш уйрăм автобронетанк батальонĕ
  • 37-мĕш уйрăм автобронетанк батальонĕ[1]

Инженери çарĕсем[тӳрлет]

  • 43-мĕш ятарлă тĕллĕ инженери бригади
  • 19-мĕш сапер бригади
  • 21-мĕш сапер бригади
  • 17-мĕш гварди минёр батальонĕ
  • 44-мĕш уйрăм инженери батальонĕ
  • 56-мĕш уйрăм инженери батальонĕ
  • 119-мĕш уйрăм инженери батальонĕ
  • 241-мĕш уйрăм инженери батальонĕ
  • 44-мĕш понтон-кĕпер батальонĕ
  • 47-мĕш понтон-кĕпер батальонĕ
  • 103-мĕш понтон-кĕпер батальонĕ
  • 105-мĕш понтон-кĕпер батальонĕ
  • 107-мĕш понтон-кĕпер батальонĕ
  • 126-мĕш понтон-кĕпер батальонĕ
  • 160-мĕш понтон-кĕпер батальонĕ
  • 1504-мĕш уйрăм минёр-сапёр батальонĕ[1]

Авиачаçсем[тӳрлет]

Çарпуçлăх тытăмĕ[тӳрлет]

Çарпуçĕсем[тӳрлет]

С. К. Тимошенко Совет Союзĕн Маршалĕ.
Генерал-лейтенант В. Н. Гордов
Генерал-полковник А. И. Ерёменко

Вăрçă Канашĕн пайташĕсем[тӳрлет]

Н. С. Хрущёв

Штаб пуçлăхĕсем[тӳрлет]

Генерал-лейтенант П. И. Бодин
Генерал-майор Д. Н. Никишев
Генерал-майор К. А. Коваленко
Генерал-майор Г. Ф. Захаров
Генерал-майор И. С. Варенников с октября 1942г.

Фронтăн артиллери çарпуçĕсем[тӳрлет]

Артиллери генерал-майорĕ Гусаков А.А. (1942/утă — 1942/авăн).

Артиллери генерал-майорĕ Матвеев В.Н. (1942/юпа — 1943/нарăс).

Фронтăн ĕçĕ-пуçĕ[тӳрлет]

Сталинград фрончĕ умĕнче иккĕ тивĕç ĕçĕ: 520 км анлăшĕн ярăмĕнче хӳтĕленсе, ташмана чармалла. Сталинград патĕнчи хӳтĕлев операцин пуçламăшĕнче тăшман совет çарĕсенчен салтак шучĕпе 1,7 хутчен, артиллерипе танксемпе 1,3 хутчен, самолётсем шучĕпе — 2 хутчен ытларах пулнă.

Нимĕç çарĕсем кăнтăр-анăç тĕлĕнче совет фронтне çурса янă хыççăн Сталинград фронтне тăшмана чарса лартма, Атăл патне ямасăр Тан юханшыв тăршшипе çирĕп тăма хушнă.

1942 çулхи утăн 17-мĕшĕнче 6-мĕш нимĕç çарĕн авангарчĕ 62-мĕш тата 64-мĕш çарĕсен Сталинград патне пымаллине хӳтĕлеме тухнă малти тĕкĕрчĕсемпе тĕл пулнă.

Çак тытăçусемпе Сталинград çапăçăвĕ тапранса каять. Çак каçра 6 кун çапăçнă хыççăн тăшман 6-мĕш çарăн тĕп вăйĕсене кунталла тавăрнă. Тепĕр иккĕ эрнерен кавказ тĕлĕнчен сталинград еннелле 4-мĕш нимĕç танк çарне тăратнă.

Хӳтĕлев ярăмĕн анлăшĕ питĕ сарăлса кайнипе (800 км яхăн) фронта 1942 çулхи çурлан 7-мĕшĕнче Сталинград (63, 21, 62-мĕш çарсем, 4-мĕш танк, 16-мĕш сывлăш çарĕсем) тата Кăнтăр-Тухăç, çурлан 10-мĕшĕнче Сталинград фронтне Кăнтăр-Тухăç фрончĕн çарпуçлăхне пăхăнтарнă. 1942 çулхи авăнăн 28-мĕшĕнчи Директивăпа АТÇ Ставки Кăнтăр-Тухăç тата Сталинград фрончĕсен пĕрлехи çарпуçлăхне пăрахăçланă та 1942 çулхи авăнăн 30-мĕшĕнче Сталинград фронтне Тан, Кăнтăр-Тухăç — Сталинград — ятсене панă[3].

Çухатусем[тӳрлет]

Сталинграда хӳтĕлев операцинче Хĕрлĕ Çарăн пĕтĕмĕшле 643842 çынна, 1426 танка, 12137 кĕпçепе миномёт, 2063 самолёт çухатнă[4].

Асăрхавсем[тӳрлет]

  1. ^ 1, 2, 3, 4 тата 5 Сталинград фрончĕ
  2. ^ ОАО "558 АВИАЦИОННЫЙ РЕМОНТНЫЙ ЗАВОД"
  3. ^ Сталинградский фронт
  4. ^ Лубченков Ю. Н. Сто великих сражений Второй мировой.

Касăсем[тӳрлет]

  • ОАО "558 АВИАЦИОННЫЙ РЕМОНТНЫЙ ЗАВОД". Республика Беларусь.