Степанов Пётр Петрович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Disambig gray.svg Википедире Степанов хушаматлă çынсем пирки урăх статьясем пур.

Степанов Пётр Петрович — йышăнман Днестрçум республикин пирвайхи премьер-министрĕ. Наципе чăваш[1].

Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ[тӳрлет]

1959 çулхи кăрлач уйăхĕн 2-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутай районĕн Сĕнтĕркасси ялĕнче çуралнă.

1982 çулта Мускав патшалăх техника Н. Э. Бауман ячĕллĕ университетне вĕренсе пĕтернĕ; кайран Тĕмен облаçĕнчи Сăркăт хулинче ĕçленĕ[2].

1987 çулта Днестрçумăн тĕп хулине — Тирасполе — пурăнма куçса кайнă[1].

2005 çултанпа «Тираспольтрансгазăн» тĕп директорĕ пулса ĕçленĕ.

2007 çулта ăна Днестрçумăн промăçлăх министрĕ пулма уйăрса лартнă[2].

Çемье çавăрнă, икĕ ачана ӳстерет.

Чыславĕсемпе парнисем[тӳрлет]

  • Хисеп орденĕ
  • «Ĕçри Мухтав» орденĕ
  • «Тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» 2-мĕш степеньлĕ орден
  • ДМРин юбилей медалĕсем

Асăрхавсем[тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет]