Сула

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Сула
Illu spleen.jpg
Селезёнка человека
Horse spleen laparoscopic.jpg
Лаша сули
Латин ячĕ

splen, lien

Юнтивĕçтерĕш

сула артерийĕ

Юн таврăнăш

сула вени

Иннерваци

селезеночное сплетение

Прекурсор

Мезенхима

Каталогсем

MeSH?Gray?

Сула — чи пысăк лимфа органĕ. Вăл лаптакланнă çаврашка евĕрлĕ, пар евĕрлĕскер, вар-хырăмăн сулахай çӳл енче, хырăмăн хыçĕнче вырнаçнă. Сула чĕрчуннăн чи кирлĕ органĕ шутланмасть, çуралнă чух пулмасан та, е хирурги енĕпе ăна касса кăларсан та органисăм хăйĕн вăйне те, аталанăвне те çухатмасть.

Вăл диафрагмăпа, хырăмлăх парĕпе, мăн пыршăпа сулахай пӳре çумĕнчех.

Анатоми[тӳрлет]

Сула тем тĕрлĕ ткани тăрать. Эмбрионра чухне вăл вăтам тĕвĕ çулçинчен – мезодермăран аталанса пырать. Малтанхи темиçе мезенхима клеткисем сулара пурнăç тăршшипех юлаççĕ, ыттисем вара лимфă евĕрлĕ тата ретикуло-эндотелиаллă клеткăсене куçаççĕ. Сула пульпи (çемçи) ытларах юлашкисенчен тăрать, лимфă евĕрлĕ клеткăсем лимфă евĕрлĕ ушкăнсене пĕрлешеççĕ. Сула витĕр чылай юн чупать, хăй вăл тĕксĕм-багровый тĕслĕ. Унсăр пуçсăр, вăл хырăмăн серозлă витлĕхĕ çумне тачă эластикăллă-фибрăллă капсулăпа тата яка мышцăллă пайрăмĕсемпе витĕннĕ. Капсула вара сула кĕлеткин ăшнелле чĕрĕксене уйăракан трабекулăсемпе кĕрсе каять.

Сула витĕр юна каялла çаврăнса илсе килекен венă системипе (вăл вар-хырăм пыршин тракчĕнчен пĕвер патне çимĕçпе пуянланнă юна илсе пырать) пысăк юн унки çаврăнăшăвĕпе çуммăнах çыхăннă.

Физиологи[тӳрлет]

Гален сулана «вăрттăнлăхлă» орган тенĕ. Паллă, авалхи грексемпе римлянсем ăмăртса чупакан çынсен хăвăртлăхне хăпартас шутпа суллине касса кăларнă. Сула функцийĕсене тĕплĕн тĕпчесе пĕтермен. Чылай вăхăт хушши ăна эндокринлă железа тенĕ.

Сула секреторлă ĕссене хутшăнни пирки тĕрĕс тĕплĕ тĕпчевсем çук, çавăнпа çак теорие пăрахăçлама тиврĕ, çапах та ăна юлашки вăхăтра каллех сӳтсе-явма тытăнчĕç.

Халĕ тĕпчевсем сула пуç мимин гормонĕсене йĕркелесе ĕçлеттерет теççĕ.

Çитĕннĕ çын суллин темиçе функци.

Сулан чирĕсем[тӳрлет]

Пĕрремĕш хут сулана чирсем сайра аматаççĕ, анчах та иккĕмĕш хут вара амаксем часах тапăнаççĕ. Сула инфаркчĕ – часах пулакан япала, анчах та инфаркт пĕчĕк вырăна çеç çапать. Инфаркт сăлтавĕсем – лейкоз тата хăшпĕр инфекцисем.

Сулан урисем явăнса кайсан (заворот), унăн юн çаврăнăшĕ пăсăлать, вара ăна хирурги енĕпе сиплеççĕ.

Аталану пăрăнăвĕсем[тӳрлет]

Çуралнă чухнех сула çукки те пур. Çаплах ĕнтĕ унăн пысăккăшĕ, виçи те, форми те, строении, тĕрлĕ пулма пултарать, тĕслĕхрен, хушма чĕрĕкĕсем. Сахал мар хушма суласем те пулаççĕ. Сулана тытса тăракан çыхăсем начаррипе вăл хырăм тăрăх куçма пултарать; хĕрарăмсен çак куçса çӳрекен сула часрах тĕл пулать.

Каçăсем[тӳрлет]