Сӳтсе явасси:Атăлçи тăрăхĕ

Страницӑри контент ытти чӗлхесенче ҫук.
«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Вырăсларан куçарни[кодне тӳрлет]

Эпĕ чăваш, анчах та кунта мĕн çырнине ăнланаймарăм. Вырăслине вуланă хыççăн кăна тăнкарма пуçларăм.

Завольжье — Атăллешъен тесе çырни пур-и? «Атăл леш енĕ» термин пур. Анчах ытла вăрăм. Закавказье термина куçарнипе усă курса, тен, Атăлхыçĕ тесе куçармалла? Анчах ытла тĕрĕсех мар... Атăллешъен — ытла килĕшӳллĕ мар.

пĕртуртамлă — ку мĕнле сăмах тата? Мĕне пĕлтерекен сăмах пулни ниепле те пуçа кĕмест. Тяготеющая (вырăслине пăхрăм)? Тяготеющая — туртăнакан. Анчах та куçарнă чухне автоматикăлла куçаракан программа евĕр куçарма кирлĕ мар.

Атăлçи — Поволжье сăмаха ман шутпа Атăлçи тăрăхĕ тесен уçăмлăрах пулать. Вырăслинчен тӳррĕн куçарма кирлĕ мар, чăвашла куçармалла. Куçарнă чухне, тархасшăн, «манăр» вырăс чĕлхине, чăвашла шухăшлама тăрăшăр. PCode 18:31, 5 авăн 2007 (UTC)