Сӳтсе явасси:Стамбул

Страницӑри контент ытти чӗлхесенче ҫук.
«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Стамбул → Ăстампул?[кодне тӳрлет]

Юхма Мишши «Алтăр çăлтăр çути» кĕнекере «Стамбул» вырăнне «Ăстампул» çырать:

« Вун саккăрмĕш ĕмĕрте, вырăс çарĕсем Крыма кĕрес умĕн, хан архивне Турци империн столицине Ăстампула леçнĕ. <…> Ататюрк, турккăсене çăлса хăварса çĕнĕ Турци тăвакан генерал, Ăстампул архивне çăлма хăйĕн чи шанчăклă дивизине грексем хыççăн ярать. »

Flagellvm·Dei 20:25, 30 утă 2010 (UTC)

Ӑнланатӑп, тен, килӗшетӗп те. Тем тӗрлӗ ят та пур. Истампул тени те пур. Ятне улаштарсан, унччен ҫыхӑнтарнӑ, чипер ӗҫленӗ каҫӑсем те ӗҫлеме пӑрахаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне чӑвашлатса калани, чӑвашсем тӗрӗс калайман пирки ҫапла каланӑ пек ӑнланма та пулать. Халӑх кун-ҫулӗнче чӑвашла яланах пулнӑ топонимсене ҫаплах хӑвармалла: Мускав, Хусан, Чулхула, Чӗмпӗр тата ыт те. Тӗрӗссипе каласан, пӗр шутлӑ пулса суйласа илме питӗ ҫӑмӑл мар. Питӗ улӑштарас килсен ятне, манран чару ҫук, анчах пур ҫыхӑнусене тӳрлетме ан ӳркенӗр тархасшӑн. Хисеплесе --Andreevart (сӳтсе явни) 20:19, 18 Пуш уйăхĕн 2021 (UTC):

Кивĕ варианта тĕппипех кăларса пăрахмасан, ятне çеç улăштарсан, кивĕ çыхăнусем сыхланса юлаççĕ. Çапах та халлĕхе текстра скобкăсемпе хупса урăх варианта илсе кăтартни те çитмелле. «Ăстампул» тени пирки Юхма Мишши патнелле тĕллесе кăтартмсан та юрать. Мĕншĕн тесен «Ăстампул» 19-мĕш ĕмĕрте çырса илнĕ халăх юррисенче те пулма кирлĕ. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 08:56, 19 Пуш уйăхĕн 2021 (UTC)