Сӳтсе явасси:Чиркӳ

Страницӑри контент ытти чӗлхесенче ҫук.
«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Чиркÿ ятлă статьяра çакă пулнă.... Хăш ял çинчен çырнă пĕлместĕп... Тĕпчемелле... --¤ Chavash ¤ 14:01, 26 çу 2008 (UTC)

Пирĕн ялта малтанхи йывăç чиркÿне 1761 çулта, масар вырăнĕнче, Богоявленский чиркÿ уяв ячĕпе лартнă. Пĕренисене пирĕн тăрăхри вăрмансенчен каснă.

Чиркÿн 7 чан пулнă. Чи пысăкки 128 пăт ытларах тайнă. Ирĕлтерессе вĕсене Саратов хулинче – Каменевпа Рудаков хуçасен завочĕсенче ирĕлтернĕ. Чансене ятарласа вăрăм тĕнĕллĕ урапапа турттарса килнĕ. Çулсем итртнĕ май, 1868 çулта, ку чиркÿне юсаса çĕнетнĕ, никĕсне кирпĕчрен тунă.

Чиркĕве ял çыннисем сайра-хутра çеç кайнă. Вырăсла пĕлмен чăвашсем кĕлĕ сăмахĕсене ăнланман тата вĕсен укçи- тенки те питĕ хĕсĕк пулнă. Пĕр çурта ун чухне пĕр пус тăнă. Ку вăл 10 çамарта хакĕ пулнă. Пĕр пачăшкă кирпĕч чиркÿн историне çырнă чухне çакăн пек йĕркесем хăварнă: « Чăвашсем чиркĕве çÿремеççĕ, хăшĕсем хăйсен ĕмринче виçĕ хутчен çеç пулаççĕ- ят хывнă чухне, авланнă чухне тата вилсен».