Тăвай

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Тăвай
Ялав Герб
Ялав Герб
Патшалăх Раççей
Федераци субъекчĕ Чăваш Ен
Муниципаллă район Тăвай
Ял тăрăхĕ Тăвай
Координатсем 55°31′00″ с. ш. 47°47′00″ в. д.HGЯO{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Никĕсленĕ 1565
Малтанхи ятсем Тăвай Тимеш, Тимеш, Архангельское, Тăвай, Ентек.
Наци йышĕ чăвашсем
Конфесси йышĕ православсем
Вăхăт тăрăхĕ UTC+4
Телефон кочĕ +7 83548
Почтă индексĕ 429290
Автомобиль кочĕ 21, 121
ОКАТО кочĕ 97 258 845 001
Тăвай (Раççей)
Точка
Тăвай (Чăваш Ен)
Точка

Тăвай, — сала. Чăваш сăмахĕсенчен: ту, ай (айĕ). 1935 çултанпа Чăваш Енĕн Тăвай районĕн администраци вырнаçнă вырăн. Ытти районсемпе тытăмсене Канаш хули урлă тытаççĕ. Канаш хулинчен 25 çухрăмра вырнаçнă. Шупашкартан 104 çухрăмра вырнаçнă.

Халăх йышĕ, ял тытăмĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1999 çулăн пуçламăшĕнче Тăвай салинче 3,8 пин çын пурăннă. Ял варринче ик-виç хутлă çуртсем лараççĕ. 2010-мĕш çулхи çыравпа ялта 3151 çын, çав шутра 1532 арçын, 1619 хĕрарăм пурăннă[2].


Ялта вăтам пĕлӳ паракан шкул, ача-пăча ӳнер шкулĕ, Хусанти технологи университечĕн техника лицейĕ, Чăваш патшалăх университечĕн вуза хатăрлекен центрĕ, Чăваш патшалăх пудагогика университечĕн педагогика класĕ вырнаçнă. Çавăн пекех краеведени музейĕ, 2 библиотека, Культура çурчĕ пур. Чăваш чĕлхи çинче «Ял ĕçченĕ» хаçат тухса тăрать.

Истори[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Малтан ял çавăн пекех Архангельское тата Тăвай Тимеш ятпа паллă пулнă. Тимеш ячĕпе Тăвай 1565 çултанпа паллă. Ку вăл ялăн пĕрремĕш ячĕ пулнă. XV - ХVI ĕмĕрсенче çапла Хусан ханлăхĕнче ял ячĕ калаçăва кĕнĕ. XVII ĕмĕр варринче ял çыннисем кăнтăралла куçма пуçланă. Çапла Тăвай районĕнчи Элексей Тимеш, Тип Тимеш, Анатри Тимеш, Йĕпреç районĕнчи Чăваш Тимеш (Тăвай Тимеш) ялĕсем пуçланса кайнă. Чăваш Енре Тимеш ятлă 10 ял тарин пур.

Ялăн иккĕмĕш ячĕ — Архангельское. Иван IV патша Атăлçи халăхĕсене Христос тĕнне кĕртессине пуçарса янă хыççăн чăвашсене те тĕне кĕртме тытăннă. 1720-1722 çулсенче Пётр I патша та темиçе хушу кăларнă ку тĕлпе. 1740 çултан вара правительство ĕçе пĕтĕм вăйпа пуçарăннă. Вĕсем халăха вăйпа кӳлĕсене кĕртнĕ, хĕрес тыттарса вырăс ятсене панă. Çавăн пекех чиркӳсем хăпартнă. 1757-1759 çулсенче Тăвайра чиркӳ хăпартнă. Вал чиркӳ ячĕнчен, Михаил Архангела халаланнăскертен, ял ячĕ те улшăннă.

Афган вӑрҫи вӑхӑчӗ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Афган вӑрҫине Тӑвайран ҫаксем хутшӑннӑ: Алексеев Валерий Юрьевич (1964), Гаврилов Григорий Владимирович (1968), Лисов Виталий Николаевич (1965), Матвеев Валерий Михайлович (1960), Петров Владимир Семенович (8.1.1967), Рассадников Анатолий Васильевич (1962), Семенов Николай Алексеевич (1963), Степанов Владимир Ильич (1962).[3]

Паллă çынсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ 2010 çулхи çыравăн бази.
  2. ^ Численность населения городских округов, муниципальных районов, городских и сельских поселений, населенных пунктов Чувашской Республики 2018 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнче архивланӑ.
  3. ^ Энциклопедия Янтиковского района = Тӑвай районӗн энциклопедийӗ / Чувашская Республика. — Чебоксары: Новое Время, 2020. — 634 с. — 105 с.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]