Тăмана евĕрлисем

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Тăмана евĕррисем
Ăслăх классификацийĕ
Патшалăх:
Тĕс: Хордăллисем
Кĕçĕн тĕс: Çурăм шăммиллисем
Класс: Вĕçен кайăксем
Кĕçĕн класс: Çĕнĕ çăвар маччиллисем
Отряд: Тăмана йышшисем
Латинла çырни
Strigiformes
Çемьесем

Ошибка: в первой строке должно быть задано изображение

Викитĕссенчи
систематика

Ошибка: в первой строке должно быть задано изображение

Ӳкерчĕксем
ITIS 177848
NCBI 30458

Тăмана евĕрлисем (лат. Strigiformes, е Striges) - вăрманта пурăнакан çăткăн вĕçен кайăксем, унăн шутне 200 ытла шултра тата вăтам тĕс кĕрет.

Пĕрлехи хыпарсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Йывăрăшĕпе 60 грамран пуçласа 3 килограмм таран пулать. Ытти кайăксенчен пысăк та çаврака пичĕпе уйрăлса тăрать. Вĕсен куçĕ пысăк, ниçталла та кускаламать, тӳрĕ кăна пăхать. Сăмса вĕçĕ кукăр авăнчăклă, вĕçĕ çекĕл евĕрлĕ. Тĕп апачĕ - шăши йышши чĕр чунсем. Сунара каçпа тухать, шăшисене куçĕпе курнинчен ытла хăлхипе питĕ лайăх илтет. Куçĕ те вĕсен питĕ çивĕч, уйрăмах инçетрине аван курать. Пăлханнă чухне тăмана куçĕпе мăчлаттарма тытăнать. Ытти кайăксем ăна юратсах каймаççĕ, тапăнса сăхма пултараççĕ. Тăманасем 20 çул таран пурăнаççĕ

Классификацилени[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Пирĕн тăрăхра тăманасен 11 тĕсĕ пур.

Анатоми уйрăмлăхĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Кĕскен пахалани: пысăк пуç, пысăк çаврака куçсем, сăмси кĕске, тискер. Çĕрле сунара тухать, шăппăн вĕçет, тĕкĕ çемçĕ, чĕрни вăрăм та çивĕч, сăнĕ тĕсĕпе асăрхама йывăр.

Культурăра[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тăмана — ăсчахлăх символĕ, авалхи грексен Афина туррин атрибучĕ.

Академи тăмани

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çак статьяна çырнă чухне Брокгаузпа Ефронăн Энциклопеди сăмахсарĕн (1890—1907) материалĕпе усă курнă.