Тăхлан

Википедири материал


Элементсен периодикăллă системи
H He
Li Be B C N O F Ne
Na Mg Al Si P S Cl Ar
K Ca Sc Ti V Cr Mn Fe Co Ni Cu Zn Ga Ge As Se Br Kr
Rb Sr Y Zr Nb Mo Tc Ru Rh Pd Ag Cd In Sn Sb Te I Xe
Cs Ba * Hf Ta W Re Os Ir Pt Au Hg Tl Pb Bi Po At Rn
Fr Ra ** Rf Db Sg Bh Hs Mt Ds Rg Uub Uut Uuq Uup Uuh Uus Uuo
* La Ce Pr Nd Pm Sm Eu Gd Tb Dy Ho Er Tm Yb Lu
** Ac Th Pa U Np Pu Am Cm Bk Cf Es Fm Md No Lr
Сĕлтĕ металлĕсем Сĕлтĕ çĕр металлĕсем Куçăмлă металсем
Çăмăл металсем Çурма металсем Сипетлĕ газсем
Металмаррисем Галогенсем Лантаноидсем Актиноидсем
Sn 50
118,69
5s25p2
Олово

Тăхлан (лат. Stannum) — элементсен периодикăллă системин пилĕккĕмĕш тапхăрĕн IVА ушкăн хими элеменчĕ, атом йывăрăшĕ 118,69; шурă ялтăрккăа металл, йывăр, çăмăл тата пластичный.

Тупмалли

[тӳрлет] Истори

Тăхланпа çын пирĕн эрăччен 4 пинçуллăхрах усă курнă. Вăл сайра тĕл пулакан хаклă металл шутланнă, çавăнпа унтан тунă япаласем римпа грек аваллăхĕсенче сахал пулнă. Тăхлан пирки Библире, Моиçей тăваттăмĕш кĕнекинче çырнă.

[тӳрлет] Этимологи

stannum латтин ячĕ санскрит чĕлхинчен тухать, вăл çирĕп, хытă тени пулать, малтан çапла хура тăхланпа кĕмĕл хутăшне, каярах 67 % яхăн тăхлан хутăшне палăртнă, IV ĕмĕр тĕлнелле çак сăмахпа тăхлана пĕлтереме тытăнаççĕ.

==Тăхлан чул тăприне тупни==

Тĕнчере касситерит минералне Кăнтăр-Тухăç Азире, уйрăмах Китайра, Индонезире, Малайзире тата Таиландра тупăçлаççĕ. Касситерит янтăлăх вырăнĕсем Кăнтăр Америкăра (Боливи, Перу, Бразили) тата Австралире пур. Раççейре тăхлан чул тăприне Инçет Тухăçра тата Якутире кăлараççĕ.

[тӳрлет] Тăхлан мурĕ

Температура Цельсипе 13,2 градусран сивĕрех чухне шурă тăхлан кăвакланать, унăн удель калăпăшĕ 25,6 % çити ӳсет, металл темиçе çĕр цикл иртсен кăвак тусана куçса тĕпренет. Çак куçăма «тăхлан мурĕ» теççĕ.

«Тăхлан мурĕ» — Скотт экспедицийĕ 1912 çулта Кăнтăр полюсĕ патне кайнă чух пĕтнин пĕр сăлтавĕ шутланать. Çӳревçĕсен çунăк шĕвекĕ тăхланпа çыпăçтарнă «тăхлан мурĕ» ернĕ баксенчен юхса тухнă пулнă.

[тӳрлет] Усă курни

[тӳрлет] Каçăсем