Борис Семёнович Марков (1924 çул, пуш уйăхĕн 7-мĕшĕ, Чăваш Ен, Элĕк районĕ, Хитекушкăнь ялĕ — 1977 çул, пуш уйăхĕн 25-мĕшĕ, Мускав, Шупашкарта мемориал çăвине пытарнă), — РСФСР халăх артисчĕ, ЧАССР халăх артисчĕ, театр режиссёрĕ.
1959 çулта Б. Марков ГИТИСран мусăк режиссёрĕ ĕçне вĕренсе тухса Мускаври Мăн театрĕнче мусăк режиссёрĕ вырăнĕнче ĕçлеме пуçлать. Тепĕртакран ăна Шупашкара чăваш мусăк театрне йĕркелеме чĕнеççĕ, театăрăн тĕп режиссерĕ пулма çирĕплетеççĕ. Борис Семёнович кунта вокалпа балет студисене уçать.
1960 çулхи çу уйăхĕнче Борис Марков тăрăшнипе Чăваш патшалăх мусăкпа драма театрĕн сцени çинче чăвашсен пĕрремĕш опери – Федор Васильевăн «Шыварманĕ» — çуралать. Кăштах вăхăт иртсен Б. Мокроусовăн «Чапай» опери те (Раççейре пĕрремĕш ăстрăм!) çут тĕнчене тухать.
Марков Борис Семёнович…
Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕ
Чăваш патшалăх оперăпа балет театăрĕ — Чăваш патшалăх мусăк театрĕ никĕсĕнчен йеркеленнĕ. Театр 1960 çулта Ф.Васильевăн "Шывармань" пĕрремĕш чăваш оперипе хăйĕн кун-çулне уçать. Театр ушкăнне Борис Семенович Марков йĕркелет.
Малтан спектаклĕсене Чăваш мусăкпа драма театрĕн сцени çинче вылянă. 1967 çулта Г. Хирпю хайланă "Нарспи" оперăна лартнă, ăна ЧАССР патшалăхĕн К. В. Иванов ячĕллĕ парнипе чысланă, пĕрремĕш балет спектакăльне — А.Аданăн "Жизель" ĕçне — кăтартнă.
Чăваш патшалăх оперăпа балет театăрĕ…